Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туйсем кĕрлесен, ача çуралсан малашлăх пур

15 декабря 2017 г.

Туйсем кĕрлесен, ача çуралсан малашлăх пур

Çемье. Кашни çын пурнăçĕнче çак сăмахпа çыхăннă ăнлавсем пур: кил, атте, анне, хăтлăх, ăшăлăх, юрату... Мĕн чухлĕ шанчăк, ĕмĕт парнелет вăл этеме. Тепĕр тесен, çемье чăмăртаннă самант хăйех ырă туйăмпа, шухăш-тĕллевпе тулли. Çав сăлтавпах пархатарлă ĕçе пурнăçлакансем – мăшăрланнине çирĕплетекен акта çыракансем, ЗАГСра вăй хуракансем - хăйсем те тĕслĕх, çемьере ырă-çутă çынсем.

«Туйсем кĕрлесен, ача çурласан малашлăх пур» - теççĕ йăл! кулса районти ЗАГС пайне ертсе пыракан Татьяна Матвеевапа ЗАГСăн тĕп специалист экспертчĕ Марина Ефимова. Татьяна Петровна хăй те районти ача амăшĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Мăшăрĕпе 5 ача пăхса ỹстереççĕ. Марина Анатольевнан туслă çемйинче хальлĕхе пĕр ывăл ача çитĕнет.

Хăйсен ĕçне юратса, пĕлсе, килĕштерсе ĕçлесе пыраççĕ ăста специалистсем. Мĕн чухлĕ çĕнĕ мăшăра - çемье тĕвĕленĕ ятпа, телейлĕ ашшĕ-амăшне – пепке çутă кун курнă ятпа саламлама тивмест-ши вĕсен хăйсен пурнăçĕнче! Чăн та, çывăх тăванне çухатнăран хуйхă тỹсекен çын чунне лăплантарма та, уйрăлас патне çитнĕ граждансене çемье хаклăхĕ çинчен тепĕр хут аса илтерсе витĕрỹллĕн калаçма та тивет. Мĕнлерех ăста психолог, евчĕ пулма тивет вĕсен хăйсен ĕçĕнче.

Нумай çул хушши килĕштерсе пурăнакан туслă çемьесене чыслассине те ырă йăлана кĕртсе ячĕç. Çамрăк çемьесене савăнăçлă лару-тăрура регистрацилесси те вĕсен тĕп ĕçĕ шутланать.

ЗАГС органĕсенче ĕçлекенсем професси уявĕ çывхарса çитнĕ ятпа эпир вĕсене ăшшăн саламлатпăр. Сире ĕçре хавхаланса ĕçлеме районта мăшăрланакан çемьесем ытларах пулччăр, ачасем нумайрах çут тĕнчене килччĕр!

Н. ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика