Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паспорт - савăнăç та, яваплăх та

15 декабря 2017 г.

Паспорт - савăнăç та, яваплăх та

РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН Конституцийĕн кунĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче чаплă уяв пулса иртрĕ. Çак кун 14 çул тултарнă çамрăксемшĕн асра юлмалли кун пулчĕ. Вĕсене Раççей Федерацийĕн миграци службин управленийĕн Чăваш Республикинчи Шăмăршă территори пунктчĕн тĕп специалисчĕ В.Калашникова чаплă лару-тăрура паспорт - пурнăçри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ документ - пачĕ, ăшшăн саламларĕ.

Паспорта тивĕçекен яшсемпе хĕрсене: Е. Ямщикована, А. Семенована, Н. Китайцева, М. Федотована, Е. Елисеевана, И. Саландаева тата П. Сергеева паспорт илнĕ ятпа çавăн пекех полицин районти уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Н.Тепитов чĕререн саламларĕ, вĕсем Раççейĕн тивĕçлĕ гражданĕсем пуласса шанни çинчен пĕлтерчĕ.

Çавăн пекех уяв кунĕнче çамрăксене ашшĕ-амăшĕ тата çывăх тăванĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсене чыслăн пурнăçлама ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕç.

Т.МАТВЕЕВА, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика