Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирхи шуçăмпа, хавас кăмăлпа…

15 декабря 2017 г.

УНĂН ĕç биографийĕ 15 çултах, Пуянкассинчи вăтам шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн пуçланнă. 1979 çулхи август уйăхĕнче «Правда» колхозăн ĕне ферминче пушмак пăрусем пăхма тытăнать Любовь Михайлова (хĕр чухнехи хушамачĕ). Ирпе 5 сехете çитсе пăрусен айне тасатнă, апат хурса панă. Каçкỹлĕм мăйракаллă выльăха тепĕр хут апатлантарнă. Çапла пĕр кун сиктерми ирпе каç тăван Кахăрлă Шăхаль ялĕнчен фермăна çул хывнă.

Люба – йышлă çемьерен, чи кĕçĕнни – 7-мĕш ача. Колхоз ĕçне пĕчĕкрен амăшĕпе çỹресе хăнăхнăскер, ĕçе вăр-вар та тĕплĕн пурнăçланă. Çакна ферма заведующийĕ Тяттỹк аппа та - районĕпех хисеплĕ орден кавалерĕ Т.Батрова - çийĕнчех асăрханă, тăрăшуллă хĕре республикăри ĕçре малта пыракансен слетне ярса хавхалантарнă.

1982 çултанпа Любана фермăра ĕне сума çирĕплетнĕ. 18 çулхи доярка 16 ĕне сунă - çуллахи вăхăтра кунне виçĕ хутчен те! Паллах, çăмăл ĕç мар çавăн чухлĕ ĕнене алăпа сума – малтанхи вăхăтра алăсем шыçса кайнипе йĕни те пулнă.

- Фермăра ĕçлеме тытăннăранпа ураран резина атă кайман. Хĕлле ура ан шăнтăр тесе 2-3 хут çăм нуски тăхăнаттăмăр, - аса илет çамрăк вăхăта Любовь Семеновна. - Çавăнпа та, хам пĕчĕкскер пулсан та, ĕçе 42-мĕш размерлă атăпа çỹреттĕм. Ун чухне фермăра ĕçре йĕпеннĕ тумтире типĕтме те майсем çукчĕ. Тата çакăнтан тĕлĕнетĕп, 40 литрлă сĕт флягисене çурăм çине хурса витерен башньăна çити йăтса çитерме ăçтан вăй тупнă-ши? Хам та пĕр сĕт флягин виçи - 42 килограмм çеç тайнă вĕт!

Часах кăпăшка сарă çỹçлĕ, кăн-кăвак куçлă пăрчăкан пек хĕре çак фермăра ветеринар-фельдшер А.Алексеев куç хывнă. Хавас кăмăллă яштака каччă ăна ĕçре пулăшма тытăннă. Йышлă та ĕçчен çемьере (6 ывăл та 3 хĕр) çитĕннĕ Саша нимĕнле ĕçе те тиркесе тăман – унпа пĕрле ĕне сунă, выльăх апачĕ йăтса пулăшнă. Çапла çамрăксем çывăхланса пĕр çемьене пĕрлешнĕ.

Любовь Алексеева дояркăра «Правда» колхоз саланса кайичченех - 2001 çулччен ĕçленĕ. Тăрăшса, пысăк яваплăхпа ĕçленĕшĕн ăна кашни çулах районти Акатуйра Хисеп грамотипе тата хаклă парнепе чыслаççĕ. Чăннипех те тивĕçлĕ çак хисепе Любовь Семеновна. Пĕр кун сиктерми, кану, уяв кунĕсĕр васканă вăл хăйне шанса панă ĕнесем патне. Вăхăтра апатлантарнă, сунă, çынпа калаçнă пекех йăпатса тăнă. Лешĕсем те хăйсен ячĕсене илтсенех хуçи патне чупса пынă, ăна итленĕ.

2001-2004 çулсенче ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ ĕçре вăй хурать. 2004 çулта вара ĕçчен хĕрарăма Пуянкассинчи Г.Макаров хăйĕн хресчен(фермер) хуçалăхне ĕне фермине ĕçлеме чĕнсе илет. Унтанпа çак таранчченех Л.Алексеева хăйĕн тантăшĕпе 32 ĕне сăвать. Хальхинче алă вĕççĕн мар, машинăпа. Ĕç условийĕсем çăмăлланнă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те яланхи пекех тăрăшуллă та яваплă вăл. Ир-ирех, сĕм-тĕттĕмре, 4 сехете ĕнесем патне васкать. Каçхи сăвăма та çаплах вăхăтра чупса çитет. Хăйĕн пурнăçĕнче мĕн пурĕ те пĕр хутчен çеç сиктернĕ вăл ирхи сăвăма – кăçал Сергей ывăлне салтака ăсатнă кун. Ял çыннишĕн кану кунĕсем çук. Чирлеме те пачах юрамасть!

«Çакнашкал çирĕп йĕркепе пĕрмай ĕçлесе пурăнма йăлăхтармасть-и? - ыйтатăп пенси çулне çывхарса пыракан хĕрарăмран. - Килте те картиш тулли выльăх ĕнтĕ».

- Эпир, ялта пурăнакансем, ĕçпе пурăнма хăнăхнă. Килте ĕне, вăкăр, пушмак пăру, 2 сысна ами тытатпăр. Унсăрăн епле-ха? Икĕ çемьеленнĕ хĕр, 3 мăнук пирĕн – вĕсене ялтан кучченеç парса яратпăр. Ывăлăмăр Инçет Хĕвелтухăçĕнчен çар службинчен таврăнсан татах та çемье пысăкланасса ĕмĕтленетпĕр. Çук, ỹкĕнместĕп пурнăçа ялта тĕпленĕшĕн. Мăшăрпа та телейлĕ эпĕ – 35 çул пĕр-пĕрне ăнланса, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнатпăр. Мăшăрăн ашшĕ-амăшĕпе те пĕр килти пек çывăх пурăннă, пĕртăванĕсен çемйисемпе те яланах килĕштеретпĕр, пур ĕçе те пĕрле пурнăçлатпăр, - хуравларĕ вăл мана.

Алексеевсем Пуянкассинче ĕçченлĕх- пе, уçă кăмăлпа, тирпейлĕхпе палăрса тăраççĕ. Ялта пурăнакан 4 ылтăн алăллă пĕртăван çирĕп хуçалăхпа пурăнаççĕ. Кашнийĕн капмар йывăç çурт – платник чĕнсе мар, хăйсен аллипе хăпартнă. Пур ĕçе те пĕрле пухăнса кар тăрса ĕçлеççĕ. Александр Михайловичпа Любовь Семеновнан 19 çулхи Сергей ывăлĕ те алă ăсти – йывăçран тĕрлĕ япала каскалама юратать. Вăл çара кайиччен Ульяновскри техникумра çак специальноçпа ятарлă пĕлỹ илнĕ. Эппин, Алексеевсен çемье династийĕ пĕтмест. Малашне те çапла сыпăнсах пытăрччĕ!

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика