Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемйипех - ракетчиксем

15 декабря 2017 г.

Çемйипех - ракетчиксем

Декабрĕн 17-мĕшĕ - Ракетчиксен кунĕ. Çак уява ракета çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă ветерансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Пирĕн районта та ун пеккисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Шамкай ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Петров. Вăл Кивĕ Чукалта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕрпỹри аграрипе технологи техникумĕнче электрик специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн 19 çулхи каччă çар тивĕçне пурнăçлама шутланă. Çак тĕллевпе, çара кайма повестка кĕтсе ывăннăскер, Патăрьелне, военкомата çул тытать. Ак тĕлĕнтермĕш, ăна унта кĕтмен иккен, списока та кĕртмен! Ватă- сем кăна пурăнакан Шамкай ялĕнче çамрăксем çук тесе шутланă ахăр. Анчах та Александр хăйĕн ĕмĕтĕнчен пăрăнман. Салтака кайман арçын арçын-и вăл? Унăн ашшĕ те - Иван Петров - электрик специальноçĕпе Байконурта ракета çарĕнче службăра тăнă.

- Манăн атте-аннен пур тăванĕсем те çарта пулнă. Эпĕ те Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама хатĕр! - хăй ирĕкĕпех çара кайма ыйтнă Саша военкоматра.

Çапла ăна амăшĕ, çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕ, ял-йыш çара ăсатса янă.

Тĕлĕнмелли тата акă мĕн. Чăваш йăли-йĕркипе Сашăна хапхаран çавăтса илсе тухакан куккăшĕ Анатолий Головин хăй вăхăтĕнче Новосибирск хулинче ракета çарĕнче службăра тăнă. Саша та çак хуланах лекет, ракета çарнех. Унта вăл гварди полкĕнче электрик-дизелист специальноçпа службăра тăрать. Çарти çитĕнỹсемшĕн ăна «Гвардия» паллăпа Декабрĕн 17-мĕшĕ - Стратегиллĕ ракета çарĕн кунĕ Çемйипех - ракетчиксем наградăланă, амăшне Тав çырăвĕ ярса савăнтарнă. Тата унта вăл 3 уйăх хушши çамрăк салтаксене вĕрентме тивĕçет.

Пĕрре те ỹкĕнмест вăл çара хăй ирĕкĕпех кайнăшăн. Тăватă çултах ашшĕсĕр тăрса юлнăскер, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пĕчĕкренех хăнăхнă. Çарти служба Александр Петрова татах та тĕрлĕ енлĕ çирĕплетнĕ, тавракурăмне анлăлатнă.

Халĕ вăл Кивĕ Чукал ялĕнче пурăнать, ĕçе Мускава çỹрет.

Анатолий Головин Кивĕ Чукал ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн, 1982 çулта, çара кайма ят тухнă. Шăпах 9 Май уявĕ кунĕ ял-йыш ăна пиллесе инçе çула ăсатнă. Палтиел, Хайпăла ялĕнчи йĕкĕтсемпе пĕрле службăра тăни ăна салтак пурнăçне часах хăнăхма пулăшса тăнă.

Ракета çарĕнче икĕ çул тăнă хыççăн Анатолий тăван ялнех таврăнать, Вăрнарти совхоз-техникума вĕренме кĕрет, зоотехник специальноçне алла илет. Ял пурнăçне килĕштерет вăл.

Анатолий Егорович чылай вăхăт хушши колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Çав хушăрах кăçатă йăвалама та хăнăхнă. Çамрăк чухне спортра та çитĕнỹсем тунă - районти Акатуйра кире пуканĕ йăтассипе темиçе хут та çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Халĕ вара вăл пушă вăхăтра кĕнеке вулама юратать.

Ракетчик çарти службăна ырăпа кăна аса илет.

Е.ЖОЛОБОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика