Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх пасарĕ ялтан аякра пулмалла

15 декабря 2017 г.

Район хаçачĕн иртнĕ номерĕнче «Тĕттĕмре укçа шутлаççĕ, такăнаççĕ, ятлаçаççĕ...» статьяна эпир, Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕ «Шăмăршă районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕ» ĕçченĕсем, питĕ тимлĕн вуласа тухрăмăр.

Анчах та пирĕн статья авторĕн шухăшĕсене сивлеме тивет. Акă мĕншĕн. Автор унчченхи выльăх-чĕрлĕх пасарне, унчченхи сельхозтехника предприяти территорине куçарнипе кăмăлсăрланнине палăртать. Çак выльăх-чĕрлĕх пасарне Роспотребнадзор, Госветнадзор ыйтнипе тата хушнипе куçарнă. Сăлтавĕ хăрушсăрлăх зонин правилисене пăхăнманнипе çыхăннă. Свалкăпа выльăх-чĕрлĕх пасарĕн хушши 900 метр кăна пулнă. Правилăсемпе килĕшỹллĕн вара 1500 метртан кая пулмалла мар. Ку вăл лайăх мар шăршă, мурлă чирсем сарăласран та хăрушă.

Авторăн тепĕр сĕнĕвĕ пирки кунта çакна каламалла. Вăл выльăх-чĕрлĕх пасарне унчченхи поликлиника çурчĕ пулнă вырăнта йĕркелеме сĕнет. Çак шухăш каллех хăрушсăрлăх правилисемпе килĕшсе тăмасть. Мĕншĕн тесен, çак таврашра нумай учрежденисем выраçнă, халăх йышлă çỹрекен вырăн шутланать: юнашарах полици уйрăмĕ, аптека, район больници. Пасар пулсан тислĕк шăрши сарăлать, шăна-пăван явăнать.

Хăрушсăрлăх зонин правилисемпе килĕшỹллĕн, выльăх-чĕрлĕх пасарĕ ял вĕçĕнче пулмалла, ялтан 200 метртан пурăнмалли çурт таврашĕ пулмалла мар.

Çавăнпа та паянхи кун ĕçлекен выльăх-чĕрлĕх пасарĕн хальхи вырăнĕ хăрушсăрлăх правилисен пур ыйтăвĕсене те тивĕçтерет.

Пасарăн унчченхи вырăнĕ пирки çакна та каласа хăвармалла. Вăл Чаткаспа Палтиелсемшĕн тата ярăславсемшĕн меллĕ пулнă пулĕ те, анчах Чукалпа Пашьел тăрăхĕнче пурăнакансен те çулĕ çывăх мар.

Çỹлерех асăннă правилăсем пурте паянхи саккун хушăвĕсемпе çыхăннă. Саккун ыйтнине вара пирĕн çирĕп пурнăçламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика