Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре тупнă телей

19 декабря 2017 г.

Ĕçре тупнă телей

ВАСАНТИ Тукас урамĕнче пурăнакан Нина Валентиновна Полякова нумаях пулмасть 50 çул тултарчĕ. Çак хитре те хастар хĕрарăм çинчен вулакансене каласа парас килчĕ. Вăл мăшăрĕпе пысăк кил-çуртра пурăнать. Тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ мана Нина Валентиновна. Нумаях пулмасть ĕçрен таврăннăскер, телевизорпа биатлон пăхса ларать.

Нина Полякова (хĕр чухнехи хушамачĕ Тимофеева) Васан ялĕнче 1967 çулта чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ çут тĕнчене 6 ача парнеленĕ: виçĕ хĕр те виçĕ ывăл. Йышлă ачана çитĕнтерме çăмăлах пулман, çапах та вĕсем парăнман, ырми-канми колхозра ĕçленĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Ачасене те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса пынă. Анчах та çемьене пысăк хуйхă пырса çапнă: Нина саккăрта чухне ашшĕ йывăр чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. Çакна аса илме Нинăна ытла та йывăр пулчĕ.

- Çапла эпир ултă ача тăлăха тăрса юлтăмăр. Пĕтĕм йывăр ĕç анне çине тиенчĕ. Аслă тете Ваççа та аннене пулăшма çỹретчĕ. Килти ĕçсене ытларах асаннепе тăваттăмăр. «Нихăçан та ĕçрен ан хăрăр», - тетчĕ вăл. Пире вăрмана та илсе каятчĕ, пĕрле пахчара ĕçлеттĕмĕрччĕ, хĕр ачасене алă ĕçĕ те тума вĕрентрĕ. Выльăх-чĕрлĕх нумай усраттăмăр, эпĕ ĕне сума юрататтăм. Аннене пулăшма фермăна каяттăм.

1975 çулта Васанти вăтам шкулта вĕренме пуçланă. О.А.Сидорова вĕрентекене ырăпа кăна асăнать. Нина та ун пекех учитель пуласшăн ĕмĕтленнĕ. Шкулта «4» тата «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă. Саккăрмĕш класа «5» паллăпа кăна пĕтернĕ. Канашри педучилищĕне экзаменсăрах вĕренме кĕнĕ. Анчах та тĕрлĕ сăлтава пула икĕ уйăх вĕренсен пăрахма лекнĕ. Вара вăтам шкул пĕтернĕ, Патăрьелĕнче икĕ çул повара вĕреннĕ.

1987 çулта юратнă каччипе, Виктор Поляковпа, çемье çавăрнă, тĕп çуртра пурăнма пуçланă. Нина фермăра дояркăра ĕçлеме пикеннĕ, мăшăрĕ трактористра ĕçленĕ. Акă мĕнле аса илет çак вăхăта Нина:

- Ĕç çăмăлах марччĕ. Фермăри пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тума лекетчĕ. Ĕнесене витрепе йăтса кунне виçĕ хут шăвараттăмăр. Скотниксем илсе килнĕ утă-улăма кормушкăсем хыçне хураттăмăр. Ирхине тата каçхине валеçсе параттăмăр. Çак йывăр ĕçре манран аслă юлташсем пуçа усма памарĕç, мана пулăшса, хавхалантарса пычĕç. Роза Концовăн, Татьяна Митрофановăн, Клавдия Евграфовăн ырă канашĕсене нихăçан та манмастăп.

Нина нихăçан та ĕçрен хăраман, чăтăмлă пулнă. Совхоз директорĕ В.Никифоров, ферма пуçлăхĕ Нинăна лайăх ĕçленĕшĕн яланах мухтанă. Уявсенче хаклă парнесем парса ĕçлес кăмăлне çĕкленĕ. Нина Полякова 15 çул «Гвардеец» совхозра дояркăра ĕçленĕ.

2003 çулта тулли мар яваплă «Истокра» татах дояркăра вăй хунă. Кунта ĕçлеме çăмăлтарах пулнă. Утă-улăм скотниксем кỹрсе панă, хăйсемех ĕнесене çиме панă. Дояркăсем ĕнесене алă вĕççĕн суман. Фермăра ăшăрах тата çутăрах пулнă.

2009 çулта январь уйăхĕнче Нина Поляковăна ферма заведующийĕн тилхепине тыттарнă. Вăл кунта ĕçлеме тытăннăранпа кăçал 9 çул çитрĕ. Нина Валентиновна «Исток» хуçалăхра ĕçленĕ çулсене ырăпа аса илет.

- Фермăра ĕçлеме питĕ кăмăллă. Ĕнесене поилкăран ĕçтеретпĕр. В.Тимофеев, В.Филиппов, Е.Русский скотниксен ĕçне ырламалла кăна, яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Коллектив питĕ туслă, Р.Терентьева, Е.Смаева дояркăсем ĕçре питĕ пăравур. Эпĕ вĕсене çур сăмахранах ăнланатăп. Хăйсен ĕçне питĕ тирпейлĕ туса пыраççĕ. Каçхи тата ирхи сăвăма кашни кун тĕрĕслесе тăратăп. Кам мĕн чухлĕ сунине виçсе илетĕп, сĕт заводне ăсатса яратăп. Дояркăсем хама итленĕшĕн, ăнланнăшăн чунтан савăнатăп. Пăру пăхакан Лидия Егорова та, 63-ре пулсан та, нăйкăшмасть, хăйĕн ĕçне пĕлсе туса пырать.

Çапла, ферма пуçлăхĕ Нина Полякова ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет, вĕсен ĕçлес туйăмне ỹстерме тăрăшать. 2006 çултанпа И.Быковăн фермер хуçалăхнче тăрăшать. Ферма заведующийĕн ĕçĕ, паллах, çăмăл мар. Н.Полякова хăйĕн ĕçне пурпĕрех юратать.

Чĕре хушнипе чунне парса ĕçленĕшĕн 2006 çулта Нина Валентиновнăна ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине Н.Федоров Президент хăй аллипе панă (ун чухне вăл Шăмăрша килнĕ пулнă). Кунсăр пуçне кĕпе çумалли машина та парнеленĕ.

2012 çулта ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕ пе чысланă. Район администрацийĕ панă Хисеп грамотисем те пур унăн. Нина Валентиновнăна 2012 çулта Шупашкара Ялхуçалăх ĕçченĕсен кунне уява та чĕннĕ. Çапла ĕçне кура – хисепĕ. Унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă.

Нина Полякова юратнă мăшăрĕпе çемье тивĕçне те чыслăн пурнăçлать. Виçĕ ача çитĕнтернĕ вĕсем: икĕ хĕр те пĕр ывăл. Вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Икĕ хĕрĕ те Канашри педучилищĕре вĕреннĕ, кайран аслă пĕлỹ илнĕ. Халĕ Патăрьелĕнчи 2-мĕш шкулта вĕрентекен пулса ĕçлеççĕ, çемьеллĕ, хăйсем те ачасем çитĕнтереççĕ. Петя ывăлĕ Мускавра салтак тивĕçне пурнăçларĕ, халĕ контрактпа çавăнтах ĕçлет, çемьеллĕ.

Нина Поляковăн 4 мăнук. Пысăк капмар çуртра мăшăрĕпе пурăнаççĕ. Ачисем яланах килсе тăраççĕ, йывăр ĕçсене тума пулăшаççĕ.

- Ылтăн юбилее килтех ирттертĕмĕр, - хавасланса пĕлтерчĕ Нина Полякова, - хам ĕçленĕ çĕртен пăру пачĕç. «Исток» хуçалăх пуçлăхĕсем мана чысласа чуна çĕклемелли сăмахсем каларĕç, хаклă йышши савăт-сапа парнелерĕç. Тăвансем, ачасем, кỹршĕ-аршă саламлă сăмахсем каларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Р.СМАЕВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика