Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпидеми сарăлмасть-и?

19 декабря 2017 г.

СЫСНАСЕН Африка чумине пула инкек курас хăрушлăхĕ Чăваш Енре çав-çавах пĕтмест. Çакăн çинчен сăмах пынă та Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов ирттернĕ канашлура.

Пăрачкав районĕнче тупнă 2 хир сыснин вилли каллех çак чиртен cыхă пулмалли çинчен аса илтерет. Вĕсем шăпах Африка чумине пула вилни паллă.

Анчах та ял çыннисен хăраса ỹкмелле мар: хир сыснисене ялтан 7 километрта тупнă. Çавăнпа харпăр-хăй хуçалăхĕнче выльăх тытакансемшĕн чарусем пулмаççĕ.

Чăваш Республикин тĕп патшалăх ветеринари инспекторĕ С.Скворцов пĕлтернĕ тăрăх, вилнĕ хир сыснисене çунтарса янă. Хăрушă чир ан сарăлтăр тесен, хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнса пурăнмалла:

- чир тупнă вырăнтан 5 километрлă радиусра çỹремелле мар;

- килти выльăха пĕçернĕ апат кăна памалла;

- ятарлă ветеринари докуменчĕсĕр сысна туянма юрамасть;

- чирленĕ выльăха çийĕнчех ветеринари врачне кăтартмалла.

Çавăн пекех декабрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа хир сыснисен виллине тупнă зона таврашĕнче сунара тухма чарнă.

Шăмăршă районĕнче пурăнакансемшĕн çакă хăрушлăх кăларса тăратмасть.

Чăваш Енĕн Патшалăх ветеринари служби выльăх кĕтмен çĕртен вилнĕ мĕнпур тĕслĕх пирки «хĕрỹ лини» телефонĕсемпе: (8352)64-20-83 е (8352) 62-05-90 - номерсемпе пĕлтерме ыйтать.

С.САВЕЛЬЕВА, ветеринари службин аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика