Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чей ĕçетпĕр савăнса…

19 декабря 2017 г.

КĂÇАЛ, Экологи çулталăкĕнче, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче çут çанталăка упрас енĕпе нихăçанхинчен нумай мероприяти - канашлу, семинар, конференци, çавра сĕтел, конкурссемпе викторинăсем – ирттернĕ. Унсăр пуçне экскурсисем, тĕрлĕ куравсем йĕркеленĕ, стендсемпе экспонатсене те çĕнетсех тăнă. Шкул ачисен «Экоцвет» пĕрлешĕвĕ те тăтăш ĕçлет. Курмалли, пĕлмелли вара кунта чăннипех те сахал мар.

Наци паркĕнче ачасем те, çитĕннисем те час-часах пулаççĕ, вырăнти ỹсентăран, чĕрчун тĕнчипе паллашаççĕ. Унти специалистсем вĕсене çынсенчен хỹтлĕх кир- лине те ăнлантарса параççĕ. Иртнĕ эрнере çапла, декабрĕн 15-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери чей кунне халалласа, наци паркĕ тивĕçлĕ канури ĕç ветеранĕсене пуçтарчĕ. Малтанах вĕсене экологи пайĕн ертỹçи Н.Игнатьева сăмах вĕççĕн те, компьтер технологийĕсемпе усă курса та, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кунти пỹлĕмсемпе залсенче те питĕ нумай информаци.

Хальхи вăхăтра чей ĕçме юратман çын çук пуль. Анчах ăна тĕрĕс хатĕрлеме пĕлмелле. Сывлăхшăн питех те усăллă чей курăкĕсем хамăрăн ура айĕнчех ỹсеççĕ иккен. Çакăн çинчен те пычĕ калаçу. Çутçанталăкăн хăш вăхăтĕнче мĕнле курăка е çырлана типĕтсе хатĕрлесси – хăйне майлă асамлăх.

Мероприяти çавра сĕтел хушшинче техĕмлĕ чей ĕçнипе вĕçленчĕ. Аслă ăрури хăнасем хăйсене килĕшекен чей суйласа илчĕç - экологи пайĕн методисчĕ С.Ларионова тĕрлĕ рецептпа темиçе курăк чейĕ те хатĕрлесе хунă. Чейпе çыхăннă шỹтлĕ сценкăра выляса савăнни те ĕç ветеранĕсен кăмăлне çĕклерĕ.

Чей уявĕ пурне те питĕ килĕшрĕ, çутçанталăкăн пуянлăхĕсемпе пĕлсе тата анлăн усă курма вĕрентрĕ.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика