Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹ - пуянкассисенче

19 декабря 2017 г.

Çĕнтерỹ - пуянкассисенче

Иртнĕ канмалли кунсенче районти «Туслăх» спорт комплексĕнче шахмат вăййисен ăмăртăвĕ пулса иртрĕ. Кунта рай- онти предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен, шкулсен командисем хутшăнчĕç.

Çамрăк яшсемпе арçынсем хушшинче çĕнтерỹçĕ ятне В.Архипов тивĕçрĕ, иккĕмĕш вырăнта - А.Константинов, виççĕмĕш вырăна В.Евдокимов тухрĕ.

Хĕрсемпе хĕрарăмсем хушшинче вара пĕрремĕш вырăнта З.Тимошкина, иккĕмĕш вырăнта - М.Федотова, виççĕмĕшĕнче - М.Цыганова.

Пĕрлештернĕ командăсем хушшинче шахматла чи лайăх вылякансем Пуянкассинчи ял тăрăхĕн команди пулчĕ (капитанĕ В.Бондареев), иккĕмĕш вырăна Васан ял тăрăхĕн пĕрлештернĕ команди тухма пултарчĕ (капитанĕ В.Архипов), тивĕçлĕ виççĕмĕш вырăнта Шăмăршă ял тăрăхĕн команди (капитанĕ Н.Куприянов).

Çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе тата медальсемпе чысларĕç, парнесем парса хавхалантарчĕç.

М.ЮМАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика