Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çанталăк лăпкă тăрсан - ĕçлеме те çăмăл

22 декабря 2017 г.

Çанталăк лăпкă тăрсан - ĕçлеме те çăмăл

Паян энергетиксем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çак отрасльте тăрăшакансен ĕçĕ-хĕлĕ питĕ яваплă. Районта пурăнакан çынсен çурчĕсене ăшăпа тата çутăпа тивĕçтерсе тăрасси те, тĕрлĕ сăлтавпа пулса иртнĕ аварисене сирсе ярасси те, çутçанталăк инкекĕсене пула сиенленнĕ электролинисене вăхăтра юсаса çынсене çутăпа тивĕçтересси те - вĕсен тĕп тивĕçĕ пулса тăрать. Ялта пурăнакан çынсен ырлăхĕ те энергетиксенчен нумай килет.

Эсир сăнỹкерчĕкре «Регионсем хушшинчи çутă парса тăракан «Волга» компани – «Чувашэнерго» уçă акционерлă обществăн Кăнтăрти производство пĕрлешĕвĕн филиалĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕнче тăрăшакансен коллективне куратăр.

- Пирĕн патра, чăнах та, пысăк ăсталăхлă, тăрăшуллă, ĕçе чунтан парăннă специалистсем ĕçлеççĕ. Ĕçре пурĕ 33 çын тăрăшать. Хăйсене шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Çак самантпа усă курса манăн ĕçе кал-кал йĕркелеме пĕлекен пысăк опытлă специалиста - Вячеслав Тимофеев тĕп инженера - чĕререн тав тăвас килет. Уяв ячĕпе саламласа коллектива малашне те пĕрле тухăçлă та кăлтăксăр ĕçлеме çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, çирĕплĕх сунатăп, - терĕ вĕсен ертỹçи Сергей Витальевич Торговцев, коллектива саламланă май.

Н.ИЛЬИНА сăнỹкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика