01 апреля 2008 г.
НУМАЯХ пулмасть Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта тутарсен ача-пăча пултарулăхĕн фестивалĕ иртнĕ. Унта пирĕн район ачисем те хутшăннă.
Фестивальте сăвăсен, юрăсен, фольклор тата тутар писателĕсемпе драматургĕсен произведенийĕсен уйрăм сыпăкĕсене инсценировка тăвас конкурссене йĕркеленĕ. «Чи лайăх сăвă вулакан» номинацире пирĕн районти Палтиел шкулĕнче, «Чи лайăх юрă юрлакан» номинацире Патирек шкулĕнче вĕренекенсем чи маттурисем пулнă. Çак шкулсен коллективĕсем Патăрьел район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Анатчаткассем вара «Халăх чунĕ – манăн чĕрере» номинацире палăрнă, хавхалантару премине çĕнсе илнĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"