05 апреля 2008 г.
ÇАК кунсенче Çĕрпÿ хулинче республикăри муниципаллă йĕркеленÿсен Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусене пăхса тухнисĕр пуçне, ларура «Республикăри чи лайăх муниципаллă йĕркеленÿ» тата «Ялти чи лайăх староста» конкурс çĕнтерÿçисене те чысланă.
2007 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă йĕркеленÿ тесе Васан, Анат Чаткас тата Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсене йышăннă. Çавăн пекех Шăмăршă районĕнчи ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене те республикăра чи лайăххисем тесе палăртнă, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи çитĕнÿсемшĕн вĕсене Хисеп грамотисемпе чысланă.