05 апреля 2008 г.
ÇАК кунсенче пирĕн районти чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем халăхăмăра çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнă ялта – Тутарстанри Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушкинче пулса курчĕç. Иван Яковлевичăн музейĕнче пулни, сăваплă вырăнсемпе паллашни ĕмĕрлĕхех асра юлĕ.
И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине районти шкулсенче анлăн паллă тăваççĕ. Уйрăмах наци культурин «Туслăх хĕлхемĕсем» фестивалĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Фестиваль вăхăтĕнче «Яковлев мăнукĕсем» ятлă мультимедийнăй презентаци, «Пĕчĕкçĕ çăлтăр» вăйă-конкурс» ирттернĕ, вĕсене районти кашни шкултанах пултаруллă ачасем хутшăннă.
Чукалти тĕп шкулти Вероника Ильичева чăваш юррине юрласа, Патирекри тĕп шкулти Ольга Лысова аккордеонпа чăваш кĕввисене илемлĕ шăрантарса пурне те тĕлĕнтернĕ.
И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалланă мероприятисем районта малалла пыраççĕ.