Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔРЕНТЕКЕНСЕМ ВĔРЕНЧĔÇ

05 апреля 2008 г.

«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» наци паркĕн визит-центрĕ çынсемшĕн яланах уçă. Çут çанаталăка юратакансемшĕн кунта çĕннине, вăрман вăрттăнлăхĕсене пĕлмелли яланах нумай. Çакăнта парк ĕçченĕсем ĕçлĕ тĕл пулусем, тĕрлĕрен семинарсем ирттересси тахçанах çирĕп йăлана кĕнĕ. Çак кунсенче кăна-ха визит-центрта районсенчи шкулсенчи экологи кружокĕсен, шкулсен лесничествисен ертÿçисем пуçтарăнчĕç.

Хальхинче семинар-канашлу «Экологи мероприятийĕсемпе акцийĕсене ирттересси» темăпа иртрĕ. Хăнасене наци паркĕн директорĕ Ю. Татарских коллективăн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе, «Чăваш вăрманĕ» хăçан тата мĕнлерех йĕркеленсе кайнипе паллаштарчĕ. Сăмах май, наци паркĕ йĕркеленнĕренпе кăçал шăпах 15 çул. Çак хушăра кунта сахал мар ырă ĕç туса ирттернĕ. Аслă шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн парк территорийĕ тĕпчевпе сăнав бази пулса тăнă тени те сăмаха ÿстерсе калани мар. Хамăр тата кÿршĕллĕ республикăри, облаçсенчи çамрăк экологсен дружинисен членĕсем те кунта тăтăшах килсе çÿреççĕ.

Çут çанталăка, вăрмана юратни – чăннипех те пархатарлă ĕç, çынсене, уйрăмах çамрăксене çак ĕçе явăçтарни – пушшех те. Ку тĕлĕшпе шкул ачисене уйрăмах ырăпа палăртмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ çулсеренех иртекен Пĕтĕм тĕнчери «Парксен маршĕ» акцие хастар хутшăннăшăн, çут çанталăкпа унăн пуянлăхĕсене сыхлас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Пăчăрлă Пашьел, Шăмăршă, Чукал, Кивĕ Чукал шкулĕсем Пĕтĕм тĕнчери тискер çут çанталăка сыхлакан центрăн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Вĕсене «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн директорĕ савăнăçлă лару-тăрура пачĕ. Çак чыса тивĕçнисен хушшинче – «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ те.

Семинар-канашлун иккĕмĕш пайне директорăн халăха экологи пĕлĕвĕсем парас тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ Н. Игнатьева ертсе пычĕ. Вăл «Чăваш вăрманĕ» ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă видеослайдсемпе паллаштарчĕ. Хăйне майлă практикăллă лекци-урок евĕр иртрĕ вăл, çут çанталăк вăрттăнлăхĕсене туллин, тĕрлĕ енлĕн уçса пачĕ. Ху куçупа курса ĕненнине мĕн çиттĕр тесе ахальтен каламан çав. Çакна та каласа хăвармалла. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ çумĕнче ачасен «Экоцвет» пултарулăх пĕрлешĕвĕ те ĕçлет. Хальхинче унăн хăнисем – Чăваш Республикинчи çамрăксен экологи дружинин членĕсем. Вĕсем те хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе хаваспах паллаштарчĕç.

Семинар-канашлăва хутшăннисем экологипе çыхăннă нумай-нумай ыйтусене сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Шкулсенче экологи мероприятийĕсемпе акцисене йĕркелеме хăнăхни те вĕрентекенсене малашнехи ĕçре пысăк усă кÿрессе шанас килет. Ку тĕлĕшпе шкулсене наци паркĕн ĕçченĕсем те пулăшма шантарчĕç. Вĕсем палăртнă тăрăх, çитес вăхăтрах ирттермелли пысăк мероприятисенчен пĕри – шкул лесничествисен слетне йĕркелесси. Пĕлтĕрхи пекех, кăçал та ачасем унта йышлăн хутшăнасса шанаççĕ. Çавăн пекех, тĕрлĕрен конкурссемпе викторинăсем те малашне тăтăшах иртмелле. Апла пулсан, çут çанталăкăн çамрăк тусĕсен йышĕ татах ÿсес шанăç пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика