05 апреля 2008 г.
АНАТ ЧАТКАСРИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта предмет эрнисем ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть кăна-ха кунта историпе экономика эрни интереслĕ те çÿллĕ шайра иртнине палăртмалла. Ăна халалласа кашни класах ятарлă стена хаçачĕ кăларчĕ. Экономикăпа çыхăннă «Çăлтăрлă сехет» вăйă та пурне те килĕшрĕ. Унта 9-11 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç, виçĕ тапхăрпа иртнĕ тупăшура тĕрлĕрен кăткăс ыйтусем çине хуравларĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне 11 класра ăс пухакан Д. Воробьев тивĕçрĕ.
Сăвăсен конкурсĕ те интереслĕ, асра юлмалла иртрĕ. Унта 5-11 классем тупăшрĕç. Çакна палăртмалла: Э. Муравьева (8 класс), К. Юнкерова (7 класс), Н. Бакланова (5 класс), Р. Исмагилова ку тĕлĕшпе чи лайăххисем пулчĕç, сăвăсене чуна пырса тивмелле вуларĕç.
«Истори турнирне» вара историе халалларăмăр. 7-8 классенче вĕренекенсемшĕн вăл питĕ хĕрÿ иртрĕ. Турнирти кашни ыйтăвах историн тĕрлĕ тапхăрĕсемпе çыхăннă. Çĕнтерес тесен тарăн пĕлÿ кирлĕ. Кунта 8 классене çитекеннисем пулмарĕç. Çак класрах ирттернĕ уçă истори урокĕ те кашнинех килĕшрĕ.
Историпе экономика эрнине хатĕрленсе ирттерме класс ертÿçисем нумай тăрăшнине те палăртса хăвармалла.