Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МУЗЫКĂН УÇĂ УРОКĔСЕМ

05 апреля 2008 г.

РАЙОНТИ музыка учителĕсен пĕрлешĕвĕ Карапай Шăмăршăри вăтам пĕлÿ паракан шкулта музыкăн уçă урокĕсене йĕркеленĕ. Пĕрремĕш урока çак шкулта 20 çул музыка учителĕ пулса ĕçлекен Н. А. Медведева ирттернĕ. Надежда Алексеевна çиччĕмĕшсемпе «Кĕвĕ илтсенех чĕрем хаваслăхпа тулать» темăпа йĕркеленĕ урока çиччĕмĕшсем кăмăллăн йышăннă.

Кун хыççăн Анат Чаткасри вăтам шкулти музыка преподавателĕ Ю. И. Бакин «Манăн халăх кĕвви тата ытти халăхсен кĕвви хушшинче нимле чăрмав та çук» темăпа 4-мĕш класра вĕренекенсемпе уçă урока малалла тăснă. Занятире ачасем юрланă, илемлĕ хусканусем тунă, тĕрлĕ халăхсен кĕввисен уйрăмлăхĕсене сÿтсе явнă. Пысăк стажлă преподаватель Ю. И. Бакин урок тĕллевĕсемпе задачисене чыслăн пурнăçланă.

Юлашкинчен мероприятие пухăннă районти музыка учителĕсем çÿлерех асăннă преподавательсен уçă урокĕсене сÿтсе явнă, «Патшалăхăн вĕрентÿ стандарчĕсем» документри «Музыка» предмечĕн наци-регион компоненчĕпе паллашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика