09 апреля 2008 г.
«ЫРĂ ĕçсен çулталăкĕнче аслă çулсенчи кашни çыншăн тăрăшмалла», - çакăн пек тĕллев лартнă районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа ял поселенийĕсен администрацийĕсем.
Вĕсем кĕске вăхăтрах килти ĕçсенче пулăшу кирлĕ ватă çынсен списокне туса хатĕрленĕ. Вĕренÿрен пушă вăхăтра 14-18 çулсенчи 56 çамрăк 20 вăрçă ветеранĕпе 12 салтак арăмне хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсенче пулăшнă: картишсене тата çурт тăррисене юртан тасатнă, вутă çурса кĕртнĕ, пÿрт умĕсене тирпейленĕ.
Ырă ĕçсем малашне те нумай тăвасшăн каччăсемпе хĕрсем.