Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ТĂВАН РАЙОНĂМĂР ТИРПЕЙЛĔ ТЕ ИЛЕМЛĔ ПУЛТĂР», - çак тĕллевпе ĕçлерĕç иртнĕ эрнере Ш

09 апреля 2008 г.

ЧĂВАШ Республикинче тавралăха тирпей-илем кÿмелли уйăхлăх ирттерме йышăннине пирĕн районта пурăнакансем те чунтан ырлани çинчен пĕлтерчĕç. Хамăр пурăнакан ял, урам, çурт умĕ, картиш таса та илемлĕ пулни хамăршăнах лайăх мар-и-ха; Çакна район пуçлăхĕ В.П.Фадеев кашни канашлурах тата ял çыннисемпе тĕл пулнă чух аса илтерсех тăрать, тăван район ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла тесе палăртать.

Иртнĕ эрне Шăмăршăра, çавăн пекех ялсенче те чăннипех те тирпей-илем эрни пулчĕ теме пулать. Район центрĕнчи кашни ĕç коллективĕ хăйсене çирĕплетсе панă участоксенче вăй хучĕ: вун-вун çын газонсене çÿп-çапран тасатрĕ, бордюрсене шуратрĕ, урам шăлчĕ...

Çапах та ку пуçламăш кăна-ха. Тирпей-илем тумалли тата та нумай. Ял урамĕсем шыв-шуртан типсе пынă май, çурт умĕсене тасатмалла, вутă-шанка тата стройматериалсене картишне кĕртсе хумалла, çул хĕррисенче йĕрке тумалла.

Хальлĕхе Шăмăршăри нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче те «пăр» тапранман-ха. Акă, Космовский урамĕнчи 19-мĕш çурт картишĕнчи çÿп-çап куписем Шăмăршă ялĕн ятне яраççĕ. «Коммунальник» МУП ертÿçисем мĕн шутлаççĕ-ши кун пирки, çак çуртра пурăнакансем тирпейсĕрлĕхпе мĕншĕн килĕшсе пурăнаççĕ-ши;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика