Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисем тав тăваççĕ

09 апреля 2008 г.

ПĔРРЕ пăхсан, ялти ытти çынсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть пек вăл. Анчах ун чун-чĕринче ыр кăмăллăх тапса тăрать, тăван ялшăн усăллă ĕç тума яланах хатĕр вăл.

Сăмах кунта Карапай Шăмăршă ялĕнчи Аркадий Петрович Столяров çинчен пырать, унăн ырă ĕçне те çырса кăтартас килет.

Ялти çĕнĕ масар, йĕпе вырăнта вырнаçнăран, шăтăк чавакансене хытă пăшăрхантаратчĕ. Шăтăк чавнă чух шыв тулсах тăратчĕ, пĕлсе тăрсах тупăка шыв çине хума тиветчĕ.

Иртнĕ кĕркунне Аркадий Петрович хăйĕн пенси укçипе экскаватор тытса масар хĕррине траншея чавтарчĕ. Икĕ метр тарăнăш, виççĕр метра яхăн тăршшĕ траншея çĕр айĕнчи шыва хăй патне туртать. Траншея чавнă хыççăн шăтăка шыв тухма пăрахрĕ, шыв çулĕ улшăнчĕ. Ял çыннисем ырă ĕçшĕн А.П.Столяров пенсионера тав сăмахĕ калаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика