Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çынна халăх савать

09 апреля 2008 г.

ĔÇ вăл – пурнăç илемĕ. Ĕçчен çынна ял савать. Ĕçчен çын тесе пултаруллă, ĕçе юратакан, хăйĕн ĕçне тĕплĕ тăвакан çынна калаççĕ.

Пирĕн ялта та ĕçчен çынсем нумай: Лидия Ивановна Краснова, Александра Ивановна Краснова, Николай Викторович Герасимов, Петр Иванович Краснов, Мария Федоровна Медведева, Мария Ивановна Герасимова...

Эпĕ малалла Александра Ивановна Краснова çинчен çырса кăтартасшăн. Вăл 1924 çулта Хайпăла ялĕнче çуралнă.

Александра Ивановна ялти шкула çÿренĕ. Вăл унта çичĕ класс кăна пĕтернĕ. Хăрушă вăрçа пула малалла вĕренме май килмен. Вăрçă çулĕсем Александра Ивановнăн ĕмĕтне татнă.

1943 çулта Александра Ивановнăна ытти çамрăксемпе пĕрле Свердловск облаçне илсе каяççĕ. Вĕсем унта торф кăларнă çĕрте ĕçленĕ, типĕтнĕ торфа вагонсем çине тиенĕ. Тĕрĕссипе каласан, вăрçă çулĕсенче Александра Ивановнăн ĕçлесе курман ĕçĕ юлман. Мĕн чухлĕ хура-шурне курман-ши вăл; Мĕн чухлĕ нуша тÿсмен-ши; Çав йывăр вăхăтсем ĕнтĕ унăн сывлăхне вăхăтсăр хавшатнă, çÿçне шуратнă. Александра Ивановнăна «Ĕç ветеранĕ», «1941-1945 çулсенчи Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата ытти медальсемпе чысланă.

Хальхи вăхăтра Александра Ивановна тивĕçлĕ канура. Унăн çулĕсем нумай пулсан та, вăл ахаль лармасть: нуски-алсиш çыхать, çăм арлать. Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ Александра Ивановна пĕр минута та сая ямасть.

Çамрăксене те вăл ырă ĕçе хăнăхтарать: çут çанталăка юратма, аслисене итлеме, ваттисене хисеплеме вĕрентет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика