09 апреля 2008 г.
РАЙОНТИ шкулсенче вĕçен кайăксен кунне кашни çулах анлăн паллă тăваççĕ. Кăçал çак уява Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн ĕçченĕсемпе пĕрле йĕркелерĕç.
Ачасем çак кун çунатлă туссем çинчен халиччен пĕлменнине питĕ нумай пĕлчĕç, тĕрлĕрен викторинăсемпе вăйăсене хутшăнчĕç, кайăксен сассисене итлесе киленчĕç.
«Вĕçен кайăксем – пирĕн туссем. Вĕсемсĕр пурнăç та кичем» – çапла пулчĕ уявăн тĕп теми.