Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвел шевлиллĕ уй-хирте

12 апреля 2008 г.

«ИСТОК» ООО хирĕсенче ир тытăнса тĕттĕмчченех мотор кĕрлевĕ тăрать. Хуçалăхра 220 гектар çинчи кĕр тыррисене минераллă удобренипе апатлантарнă, çак ĕçе виçĕ сеялкăллă агрегатпа А.Кузнецов механизатор пурнăçланă. Çĕртмене культваци тунă çĕрте тăватă агрегат ĕçлет. П.Ильин, С.Ельцов, С.Гордеев, П.Гордеев, С.Сергеев тата ытти механизаторсем чун-чĕререн тăрăшаççĕ. Çакна обществăн генеральнăй директорĕ Ю.Старшов та çирĕплетрĕ.

Эпир урпа акнă çĕре çитсе куртăмăр. А.Ильин механизатор агрегачĕ СЗ-5,4 сеялкăпа, кăткăс удобренипе пĕрле акать. Г.Ефимов, Н.Кузьмин, А.Якушов, Валерий Якушов, Владимир Якушов, Г.Концов сеяльщиксем пысăк хавхаланупа ĕçлеççĕ.

Хирте ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Ватă механизатор, III степень Ĕç Мухтавĕ орден кавалерĕ Г.Д. Ефимов поварсене тутлă апат хатĕрленĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ.

– Савăнсах ĕçлес килет, - терĕ Геннадий Дмитриевич. – Техника çĕнĕ, вăрлăхпа та, удобренипе те пĕр чăрмавсăр тивĕçтереççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан, çур аки нумая тăсăлмĕ.

«Строитель» ООО ертÿçи («Исток» ОООна ун çумĕнче йĕркеленĕ) Н.Быков та механизаторсен ĕçĕпе кăмăллă.

– Акăнмасăр пĕр гектар та юлмĕ, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров хушнине тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлăпăр, - терĕ Николай Никонович.

Ĕçĕрсем ăнса пыччăр, çĕр çыннисем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика