12 апреля 2008 г.
ИРТНĔ эрнере Чукал ял поселенийĕн территорийĕнче те тирпей-илемшĕн пысăк вăй хучĕç. Чăн малтан, пулас чиркÿ йĕри-таврашне тирпейлерĕмĕр, çÿллĕ ÿснĕ йывăçсене касса пуçтартăмăр. Çак ĕçсенче В.Симурзин, Н.Карзанов, Г.Храмов тата ыттисем тăрăшрĕç. Учительсемпе вĕренекенсем, культработниксем те субботника хастар хутшăнчĕç.
Тăватă хĕрарăм – М.Ильичева, Н.Губанова, М.Кудрева тата Г.Андреева – масар çинчи пÿрте çуса тасатрĕç, йĕри-таврашне тирпейлерĕç.
Ял çыннисем Йывăç кунне те кар тăрса хутшăнĕç.