Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔÇ-ХĔРСĔР УÇЛĂХА ÇĔКЛЕРĔ ВĂЛ ЧĂВАШ ЯТНЕ

12 апреля 2008 г.

КАЛЕНДАРЬТЕ çак куна хĕрлĕ тĕспе палăртман. Апла пулин те паян – пысăк уяв. Тĕнче уçлăхне парăнтарассишĕн ĕçлекен пин-пин çыншăн кăна мар, хăйĕн ывăл-хĕрне çăлтăрсем патне ăсатнă халăхсемшĕн те, çĕршывшăн та. Пайăррăн илсен – маншăн та. Мĕншĕн тесен хăй вăхăтĕнче эпĕ те çак ĕçе хамăн пĕчĕк çеç тÿпене хывнă-çке, салтак хĕсмечĕ иртнĕ тапхăрта ыттисемпе пĕрле темиçе экипажа сывлăшсăр уçлăха ăсатнă çĕре хутшăннă. Пĕлместĕп, чăннипех çапла пулнă-ши е туйăннă кăна, пире, чăвашран килнĕ салтаксене, «Андриян Николаев космонавт ентешĕсем» тетчĕç. Пытармастăп: чунра мăнаçлăх туйăмĕ капланса килетчĕ ун чухне.

Чăваш Ен çĕрĕ тĕнче уçлăхне парăнтарнă икĕ Улăп-паттăра – А.Г.Николаевпа Н.М. Бударина, чăвашпа вырăса, – çуратса ÿстернĕ, виççĕмĕшне – М.Х.Манарова, Дагестанри лак халăхĕн ывăлне, – космоса çĕкленме хăват панă. Вĕсен йышне кĕрес тесе çутă ĕмĕтпе хавхаланнисем – вун-вун яшпа хĕр.

Тĕнче уçлăхне тĕпчесси – питĕ хаклă. Сăмахран, акă, паянхи кун пĕр килограмм тиеве тĕнче уçлăхне кăларса унти комплекса çитерме виçĕ килограмм ылтăн хакĕ тăкакланать. Хак çинчен сăмах пуçартăмăр пулсан, çакна асăнни те вырăнлă: Раççей Федерацийĕ тĕнче уçлăхне тĕпчеме çулталăкри бюджетра 15 миллиард тенкĕ палăртать, çав вăхăтрах АПШ çĕр тулашĕнчи проектсене пурнăçа кĕртме кашни çул 15,4 миллиард доллар уйăрать. Енчен тенкĕпе доллар хушшинчи уйрăмлăха шута илсен, пирĕн çĕршывăн çак тĕллевпе усă куракан бюджечĕ Америкăринчен 30 хут пĕчĕкрех. Çур ĕмĕр ытла каярах икĕ супердержава тĕнче уçлăхне тĕпчес енĕпе пуçарнă тупăшăвăн «хĕрÿлĕхĕ» самай тамалчĕ пулин те, пач «сÿнмен-ха». Мĕншĕн тесен çак «тупăшу» – çĕршыв хăватлăхне палăртакан хăйне евĕр индикатор пекех. Ю.А.Гагарин хыççăн паянхи кунччен 32 çĕршывăн 400 ытла çынни ун çулĕпе «утрĕ»: тĕрлĕ комплексра талăкĕ-талăкĕпе ĕçлерĕ, тĕпчев ирттерчĕ. Çапах та, кирек мĕнле виçсе хакласан та, эпир тĕнче уçлăхĕнче тунă çитĕнÿсен картне хальлĕхе нихăш çĕршыв та ларайман. Пĕр пĕчĕк тĕслĕх çеç: «Мир» станцире ĕçленĕ Валерий Поляков космонавт тĕнче уçлăхĕнче 437 талăк та 17 сехет пулнă. Сергей Авдеев космонавт вара тĕнче уçлăхĕнче хăйне евĕр рекорд тунă – пурнăçĕнчи 747 талăка тĕпсĕр уçлăха тĕпчессине халалланă. Орбитăра вăрах ĕçленĕ станци те пирĕнех – «Мир» станци! Çак комплекс 105 космонавта йышăннă. Шел, шăпи телейсĕр пулчĕ унăн: Лăпкă океан тĕпĕнче «канăç тупрĕ». «Космос ĕмĕрĕн» малтанхи çулĕсене Совет Союзĕ чăннипех те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ турĕ: 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче пирĕн мухтавлă халăхăмăрăн паттăр ывăлĕ Андриян Григорьевич Николаев, кăштахран унпа пĕрлех Украина кăйкăрĕ Павел Романович Попович пĕрлехи вĕçевре пулчĕç. 1963 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче тĕнче уçлăхĕ пĕрремĕш хĕрарăма – Валентина Терешковăна йышăнчĕ. 1964 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Байконур космодром пирвайхи хут виçĕ çынлă экипажа вĕçеве ăсатрĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Алексей Леонов космонавт уçă космоса тухрĕ. Каярахпа Совет Союзĕ пулăшнипех Чехословаки, Болгари, Венгри, Куба, Вьетнам, Монголи, Инди тата ытти çĕршыв хăйсен космонавчĕсемлĕ пулчĕç. Халĕ, акă, Китай Халăх Республики тĕнче уçлăхне хăй тĕллĕн тĕпчеме пуçларĕ.

Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, Андриян Николаев чăннипех те чăн-чăн çăлтăр. Вăл тĕнче уçлăхне икĕ хут кайса килнĕрен çеç мар, урăх сăлтавпа та çак ята тивĕç: пĕтĕм тĕнчипех чăваш çине урăхла пăхма пуçлаттарнă А.Г.Николаев вĕçевĕ. Чăвашлăхшăн тунă ырă, пуçаруллă ĕçсен, халăхсен хушшинчи ăш-пиллĕ çыхăну-хутшăнусен элчи пулнă-çке вăл. Шел, сумлă, хаклă çыннăмăр çук пирĕн хушăра: хăй çуралнă, чунра ялан асра тытнă тăван кĕтесре ĕмĕрлĕх канăç тупрĕ, чунĕ çăлтăрсем патне ăсанчĕ. Унăн ячĕ нихăçан та манăçмĕ, вăл çутнă çăлтăр нихăçан та сÿнмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика