Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Математика уявĕ

12 апреля 2008 г.

ÇУЛСЕРЕНЕХ Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта математика эрни иртет. Кăçал та çивĕч ăслисен эрни хĕрÿ пулчĕ.

5 класра вĕренекенсемпе Т.Филиппова учительница викторина йĕркелерĕ. Шÿтлĕ задачăсем, кăткăс шутлавсем тата арифметика вăййисем ачасемшĕн кăсăклă пулчĕç. Çирĕп пĕлÿпе тата тавçăрулăхпа палăрса Настя Макарова, Марат Валиев, Марина Сорокина, Андрей Долгов, Витя Герасимов çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕç.

Улттăмĕшсем вара икĕ ушкăна уйрăлса математика «тĕнчинче» тупăшрĕç. «Икĕ хут иккĕ» тата «Квадрат» ушкăнсен пĕлĕвĕ пĕр шайра пулни палăрчĕ: савăнăçлисемпе пултаруллисен конкурсĕ 14:14 шутпа вĕçленчĕ. КВНа 9 класри Оля Кузьмина ăста ертсе пынине те ырламалла çеç. Г. Кузьмина вĕрентекенĕн пуçарулăхĕпе анлă тавра курăмĕ çинчен асăнса хăвармалла.

«Математика пĕлтерĕшĕсем» вăйă куракансене хăйĕн кăсăклăхĕпе илĕртрĕ.

9 классемпе ирттернĕ «Çаврашкапа квадрат» вăйă математика тусĕсене тупса палăртма пулăшрĕ. П. Стратилатова вĕрентекенĕн профессилле ăсталăхĕ чăннипех çÿлти шайра иккен. Çакна Айсылу Азизова, Эндже Тизякова, Оля Кузьмина, Фарад Вахитов тата çак йĕркесен авторĕн çирĕп пĕлĕвĕ тепĕр хут ĕнентерчĕç.

Математика эрни пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Асăннă предмета юратакансен пысăк йышĕ шкул администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика