Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр хăйне пăхнине юратать

16 апреля 2008 г.

ЧИ малтанах, сăмахăма пуçличчен, пĕр чăнлăха илсе кăтартам: çĕр – ача пекех, вăл хăйне пăхнине юратать. Çĕре тăван аннепе танлаштарни те çаплах тума хистет.

Юлашки çулсенче, çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлес тесе-ши, çĕр ĕçĕнче плуг манăçа тухма пуçлани хытах сисĕнет. Ун вырăнне дисклă йывăр сÿресемпе ытларах та ытларах усă курма пуçларĕç. Лайăх-ши çакă е çук;

Пирĕн тăрăхри хура тата шупка тăмлă йывăр тăпра сийне сурпанлă плугпа, предплужниксемпе сухаласси тĕп вырăнта пулмалла. Ĕлĕкрех хуçалăхсенче кĕрхи çĕртмене август-сентябрь уйăхĕсенче вĕçлесе хăваратчĕç. Пĕр сăмахпа, акма юрăхлă мĕн пур çĕрсен 80 процентне сухаланă, çак ĕçе çĕр шăнтиччен вĕçлеме тăрăшнă. Çĕре плугпа, унăн тайлăкне шута илсе, 25-30 сантиметр тарăнăш сухаланă. Агротехника шăпах çапла тума хушать те ĕнтĕ. Ку – пысăк тухăç илмелли шанчăклă технологи.

Çĕре тарăн сухалани тăпра тытăмне, унăн шыв сăрхăнаслăхне, сывлăш ылмашăвне, ытти биологи процесĕсене çĕнетет, тĕрлĕрен çум курăксене пĕтерме пулăшать. Сухаланă тăпра сийĕ çуркунне хăвăртрах ăшăнса, пиçсе çитет. Çакнашкал тăпра тĕш-тырă сеялкисен сошникĕсене вăрлăха пĕр тикĕс варăнтарма май парать. Çавна май кайран калчасем те лайăх шăтса тухаççĕ, тăпраран тутлăхлă япаласем çителĕклĕ таран илсе сывă та парка çитĕнеççĕ. Сухаланă çĕрсенче пусă çаврăнăшне, ял хуçалăх культурисен ылмашăвне йĕркелесе пыма та меллĕ.

Çакнашкал агротехника меслечĕн усси акăнакан çăмăл, хăйăрлă çĕрсемшĕн те лайăх. Йывăр тăпраллă çĕре дисклă йывăр сÿресемпе кăпкалатнă хыççăн мĕн куратпăр-ха; Унта тĕрлĕ йышши çум курăк ашкăрать: шурут, сĕтлĕ пиçен, кукша пуç, ут кăшкарĕ, чĕкеç курăкĕ, армути, анра çарăк, чăрăш тăрри т.ыт.те. Паллах, вĕсене гербицидсемпе пĕтерме пулать-ха. Анчах та çакă ытлашши, пăхса хăварман тăкаксем патне илсе пымасть-и вара; Тĕрĕссипе, хăшпĕр хуçалăхсем, тĕрлĕ формăпа ĕçлекен харпăрлăх хуçисем çак ĕçе вăхăтра пурнăçлама вăй çитереймеççĕ тени те йăнăш мар. Ку ĕçре, укçи-тенкĕсĕр пуçне, ятарлă техника та кирлĕ вĕт. Вăл вара пур çĕрте те çукрах.

Çĕр ĕçĕнче агротехникăна кирлĕ пек пăхăнманни эрози пуçланас хăрушлăх та кăларса тăратать. Хам тахçан директор пулса ертсе пынă «Шемуршинский» совхоз уй-хирĕсене час-часах çитме тăрăшатăп. Мĕн куратăп-ха; Анасем çинче шыв çулĕсем нумайланчĕç. Çурхи шыв вĕсене анлăлатса, тарăнлатсах пырать. Е хăшĕсем çакна курмăш пулаççĕ-ши; Ман шутпа, тăпран пулăхлă сийĕ юхса каяссине пĕтерме, çырма-çатрасем ишĕлессине чарма, эрозие хирĕç кĕрешме пур çĕрте те ятарлă бригадăсемпе звеносем йĕркелемелле, вĕсене хавхалантармалли условисене çирĕплетмелле. Ку ĕçре, ман шутпа, хуçалăхсен ертÿçисем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе депутатсем пĕр шухăшлă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Пăхман, акăнмасăр пушă выртакан çĕрсем хăйсен пулăхне çухатаççĕ. Кайран вĕсене ĕçе кĕртме, çак çĕрсенчен тухăç илме питех те йывăр. Апла пулсан, çĕре юхăнма памалла мар. Çĕрпе туллинрех усă курма кирлине Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртнă. Вăл каланă тăрăх, республикăра акăнман çĕрсем пачах та пулмалла мар. Çак çĕрсене çĕнĕрен ĕçе кĕртнĕ чух, тепĕр хут калатăп, агротехникăна çирĕп пăхăнса ĕçлемелле, хуçалăхсенчи çĕр ĕçĕшĕн яваплă специалистсен çакна тĕрĕслесех, сăнасах тăмалла. Çĕре çиелтен çеç шăйăрттарса тухас марччĕ, ăна плугпа сухаланине нимĕн те çитмест. Çакăн чухне çеç çĕр кăкăрĕ ирĕклĕн сывласа янă пулĕччĕ, хăйне ырă тунине ырăпах тавăрĕччĕ. Çĕр хăйне пăхнине юратать. Эппин, манар мар çакна, асрах тытар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика