Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăлма вăхăт çук

16 апреля 2008 г.

ВИÇПŸРТ ШĂМĂРШĂ ялĕ ĕçчен те ырă ятлă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри – Ф. Юманов.

Сакăр вунă çул каяллах çак ялта, хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ вăл. Çемье йышлă пулнăран Федьăн та мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕнме тивнĕ – сакăр ачана ура çине тăратма, паллах, ашшĕ-амăшне пĕрре те çăмăл пулман. Çавăнпа ĕнтĕ кашниех, вăл шутра Федя та, ачаранах çăкăрпа тар шăршине лайăх туйса ÿснĕ.

Хресчен пурнăçĕ лайăхланма тытăнни сисĕнме çеç пуçланă – çĕр-шыв çине фашистла Германи тапăнса кĕнĕ, хаяр вăрçă пуçланнă. Ял кунсерен тенĕ пекех пушанса пынă: вăй питти арçынсемпе каччăсем пĕрин хыççăн тепри фронта ăсаннă. Колхозри пĕтĕм ĕç ваттисемпе хĕрарăмсем, ачасем çине тиеннĕ.

1942 çулта Ф. Юманов ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Вăрçă пулман пулсан, пысăк малашлăх кĕтнĕ пулĕччĕ ăна. Анчах çамрăкăн шăпи урăхларах çаврăнса тухнă. Федя трактористсен курсне кайса кĕнĕ. 1943 çулта ăна та ăнăçлă пĕтернĕ йĕкĕт, тракториста пулăшакан пулса ĕçлеме тытăннă. Хальхи пек хăватлă тракторсем ĕмĕтре кăна пулнă-ха ун чух. Т– 2Г «хурçă ут» вара сахал мар тарăхтарнă... Çавах та пуç усман Федя, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ.

Çамрăклăх – çамрăклăхах. Вăхăт çитсен, юрату тени никамран та пăрăнса иртмест. 1947 çулхи çимĕкре Ф. Юманов кÿршĕллĕ Кахăрлă Шăхалĕнчи хăй пекех ĕçчен те чипер хĕрпе – Петрова Чĕкеçпе – çемье çавăрать. Ултă ача çуратса пăхса ÿстернĕ телейлĕ мăшăр, кашнинех тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă.

Хăй вăхăтĕнче тракториста вĕренни Федьăна çарта та вырăнлă пулнă. 1949-1952 çулсенче вăл хĕсметре тăнă, танкăн аслă водителĕ, класлă специалист пулнă.

Салтак тумне хывсан каллех тракторшăн тунсăхланă Ф. Юманов. Ĕнерхи танкиста хальхинче трактор бригадин бригадирĕ пулма шанаççĕ. Кĕçех, тăрăшулăхне кура, ăна «Искра» колхозран тăван яла чĕнсе илнĕ. 1957-1975 çулсенче Федор Александрович «Правда» колхозра механикра тăрăшнă. Мана та, çак йĕркесен авторне, темиçе çул унăн помощникĕ пулса ĕçлеме телей пÿрчĕ.

Мĕн каламалла-ха Ф. Юманов пирки; Хăй ĕçне тĕплĕн пĕлекен, хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтакан специалист пулнипе палăрса тăратчĕ вăл, çамрăксене пулăшма тăрăшатчĕ. Çакăншăн пурте хисеплетчĕç ăна, юрататчĕç. Эпĕ, сăмахран, вăл çынсемпе ятлаçнине пĕрре те курман.

1975-1989 çулсенче мастер-наладчик пулса ĕçленĕ чух та хастарлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăратчĕ. Сăмах май, çакна та палăртса хăварасах килет: вăл тăрăшнипех хăш-пĕр ял хуçалăх техникипе тракторсене юсава аякка ăсатмастчĕç, вĕсене вырăнтах ĕçе хатĕрлессине йĕркелесе янăччĕ. Шăпах çав çулсенче унра рационализатор ăсталăхĕ пысăк пулни те яр уççăн курăнчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та тÿрех хăй юратнă ĕçĕнчен уйрăлмарĕ мастер-наладчик.

Хисеплĕ юбиляр, ялти сумлă çын Ф. Юманов хăй ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать. Тĕреклĕ хуçалăх тытаççĕ вĕсем, выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Федор Александровичăн калама çук пысăк, нимĕнпе те виçейми телейĕ – вун пĕр мăнукĕ. Мăнукĕсен ачисем те – шăпах çакăн чухлĕ.

– Йыш татах хутшăнасса кĕтетĕп-ха, – тет кăмăллăн мăн аслашшĕпе мăн кукашшĕ, аслашшĕпе кукашшĕ. – Мăнуксемпе вĕсен ачисем ватăлма памаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика