16 апреля 2008 г.
ЯЛАНХИ пекех, Шура аппа паян та ир вăранчĕ. Вырăн çинче йăваланса выртма хăнăхман вăл, тул çутăлсах çитеймен пулин те картишне тухрĕ. Аллине шăпăр тытса çÿп-çап шăлчĕ, унтан, сывлăш çавăрма тесе, вăрăм сак çине канма ларчĕ. Шухăш çăмхи пуçне пырса капланчĕ те, иртсе кайнă пурнăçне çул хыççăн çул аса илчĕ...
Патăрьел районĕнчи Красномайск ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Çемьере ултă ача – тăватă ывăлпа икĕ хĕр пулнă. Шура икĕ çулта чухне тăлăхса тăрса юлать. Мĕн чухлĕ йывăрлăх тÿснине, хĕн-асап курнине каласа та пĕтереймĕн. Çынсен ачисем пек выляса-кулса юлайман, ялан ĕçлемелле, çемьешĕн тăрăшмалла пулнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, Шурăн тетĕшĕсем – Петĕр, Микуль, Лява тата Хĕветĕр – фронта тухса кайнă. Тăваттăшĕ те фашистсемпе паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă.
Трактористсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухса, Шура вăрçă çулĕсенче «хурçă утпа» ĕçленĕ, çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемен.
Вăрçă чарăнсан Шура хăйсен районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнчи Александр Маркович Иванов фронтовикпа пĕрлешет. Ялта ăна Юман тесе чĕннĕ. 1948 çулта ылтăн алăллă тимĕрçĕне А.М.Иванова Шăмăршă районĕнчи Мулла паççулккине ĕçлеме чĕнеççĕ. Çамрăк çемье вăрман варринчи пĕчĕк ялта пурăнма пуçлать.
Вăрманпромхоз Карапай Шăмăршă ялне куçсан, Ивановсем çак ялта тымар яраççĕ. Юман вăрман пунктĕнче, кайран вара мĕн виличченех Киров ячĕллĕ колхозра тимĕрçĕре ĕçленĕ.
Шура аппа – Александра Ивановна Иванова – вăрман пунктĕнче тата колхозра вăй хунă, мăшăрĕпе иккĕшĕ тăватă хĕр çуратса ÿстернĕ. Тăваттăшне те пурнăç çулĕ çине кăларнă.
«Юман арăмĕ», - теççĕ ăна Карапай Шăмăршăра. Апрелĕн 15-мĕшĕнче вăл 90 çул тултарчĕ. Тăп-тăп кĕлеткеллĕскер, тирпейлĕскер, хăйсен çурчĕ умĕпе иртекен кашни çынпах ăшшăн калаçать вăл. Куçĕсем кураççĕ-ха, ал-ури те йĕркеллех ĕçлет.
Çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕ вăл. Çырлана, кăмпана çÿрет, вăрман çимĕçĕсем хатĕрлесе ачисемпе мăнукĕсене, тăванĕсене хăналать.
– Вăрман мана пурăнма вăй-хал парса тăрать, - тет Александра Ивановна. – 100 çула çитиччен сывлăхпа пурăнасчĕ-ха, мăнуксемпе вĕсен ачисен ырлăхĕпе савăнасчĕ.
Мăнукĕсем вара Шура аппан вуннă тан, мăнукĕсен ачисем те вун тăваттăн. Вĕсем пурте хăйсен ватă кукамăшне юратаççĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.
Александра Ивановнана эпир те юман пек çирĕп сывлăх, çăл куç пек тапса тăракан телей, Атăл шывĕ пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Ачисенчен кашниех çемйисемпе тăван килте пухăнсан çурт та тăвăртарах. Вĕсен, çак йăваран вĕçсе тухса тĕрлĕ çĕре саланнăскерсен, хушăран хушă киле таврăнмаллах. Çакă вăл ниçта та çырман пурнăç саккунĕ. Юман арăмĕ – Шура аппа – ачи-мăнукĕсене яланах чăтăмсăррăн кĕтет.