Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленет спорт комплексĕ

19 апреля 2008 г.

«ШĂМĂРШĂСЕМ – маттур çынсем. Вĕсем чăннипех паянхи кун таппипе пурăнаççĕ, илемлĕ, вăйлă, сывлăхлă пулма тăрăшаççĕ. Çакăн пек çынсем шăпах ыттисемшĕн ырă тĕслĕх», - тенĕччĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров кăçалхи февраль уйăхĕнче пирĕн района килсен.

Николай Васильевич кăçал Шăмăршăра ишмелли икĕ бассейнлă, кĕрешмелли залпа тренажер залĕллĕ физкультурăпа спорт комплексĕ тăвасси çинчен пĕлтерчĕ, çак пысăк ĕç валли 80 миллион тенкĕ уйăрни çинчен каларĕ.

Акă, Президент сăмахĕ пурнăçа кĕме тытăнчĕ те ĕнтĕ. Ачасемпе çамрăксен унчченхи спорт шкулĕ вырăнĕнче халĕ çĕр ĕçĕсем пыраççĕ, кирлĕ чухлĕ стройматериалсем турттараççĕ. Объектăн генеральнăй подрядчикĕ – «СУОР» ООО. Хальлĕхе кунта тĕрлĕ йышши 10 техника ĕçлет, çанталăк ăшăтсанах ĕç хăвăртлăхĕ темиçе хут ÿсĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика