23 апреля 2008 г.
ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкулти Валентина Кузьмина ертсе пыракан ачасен кăтартуллă «Фламинго» ташă ансамблĕ хăйĕн илемлĕ ташшисене районти кашни культура мероприятийĕнче кăтартать, куракансен чун-чĕринче чи ачаш та çепĕç туйăмсем хăварать. Çак ансамбль республикăри тата Раççейри нумай-нумай фестивальсемпе смотр-кокÿнкурссене хутшăннă, вĕсенче призлă вырăнсем çĕнсе илнĕ, Дипломсемпе Грамотăсене тата сумлă призсене тивĕçнĕ. Пултаруллă творчество коллективĕн концерчĕсен географийĕ анлă: Мускав, Севастополь, Волгоград, Йошкар-Ола, Шупашкар...
«Фламинго» репертуарĕнче – тĕрлĕ халăхсен тата эстрада ташшисем, сюжетлă номерсем, вокалпа хореографи, йăла-йĕрке уявĕсен композицийĕсем. Ансамбль яланах шыравра: унăн программи хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăракан, чылайлăха асра юлакан композицисемпе, ташăсен çĕнĕ формисемпе пуянлансах пырать.
18 çул хушшинче туслă коллективра нумай яш-хĕр ÿссе çитĕнче пурнăç çулĕ тăрăх саланнă. Акă, çак кунсенче Шăмăршăри культура керменĕнче ансамблĕн аслă ушкăнĕн сывпуллашу каçĕ иртрĕ. Крнцертра «Фламинго» выпускницисем хăйсен чи лайăх ташшисене кăтартрĕç.