Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве тылрисем те çывхартнă

23 апреля 2008 г.

АСЛĂ Отечественнăй вăрçă пуçланнă хыççăн çара илме пĕтĕмĕшле мобилизаци ирттересси çинчен пĕлтерсенех, партипе комсомол райкомĕсене, çар комиссариатне хăйсен ирĕкĕпе фронта яма ыйтса çырнă зявленисем нумай пыма пуçланă. Малтанхи 3-4 кун хушшинче кăна Шăмăршă районĕнче çакăн пек заявленисем 401 пулнă.

Фашизма хирĕç çапăçма фронта тыл пысăк пулăшу панă. Райĕçтăвкомра ĕçлекенсем оборона валли 500 тенкĕ, Шăмăршăри вăтам шкул учительници Павлова 2000 тенкĕ укçа панă. Шамкайри «Светлый путь» колхоз ĕçченĕсем кашнийĕ 5-10 ĕç кунĕ, бригадирсем вара 20-шер ĕç кунĕ тăрăх тухакан пурлăха пама килĕшнĕ. Колхозĕпе оборона фондне 40 центнер тырă хывнă. Васанти «Победа» колхоз 60 центнер тырă, колхозниксем 181 ĕç кунĕшĕн тухакан тырра ăсатнă тата 2115 тенкĕлĕх облигаци пухса панă.

«Пламя труда» (Ярăслав) колхоз 15 центнер тырă, 1600 тенкĕ укçа хывнă. Анат Чаткас çыннисем вара (Сталин ячĕллĕ колхоз) оборона фондне хăйсене тивĕçекен 8 пин тенкĕ преми укçине панă.

1942 çулхи январĕн 20-мĕшĕ тĕлне пирĕн район çыннисем оборона фондне 46409 тенкĕ укçа, 62075 тенкĕлĕх патшалăх займĕсен облигацийĕсене, 700 центнер тырă хывнă, «Комсомолец Чувашии» авиаэскадрилье тума 270000 тенкĕ укçа пухса панă.

Сăмахран, Ворошилов ячĕллĕ колхоз кăна 120 пин, çав шутра ял Совет председателĕ Романов 50 пин тенкĕ хывнă. Вăрманпромхоз ĕçченĕсен коллективĕ «Лесоруб Чувашии» танк колонни тума 50 пин тенкĕ укçа пухса панă, самолетсен «Осоавиахим Чувашии» звени валли 13 пин тенкĕ пухнă.

1943 çулхи февралĕн 6-мĕшĕ тĕлне районти ĕççыннисем танксемпе самолетсем тума пурĕ 1 миллион та 486 пин тенкĕ хывнă. Шăмăршăри МТС тракторисчĕ Камкин «Тракторист Чувашии» танк колонни валли 30 пин тенкĕ, Шăмăршăри шкулта вĕренекен Леля Николаева «Пионер Чувашии» танк тума 2 пин тенкĕ хывнă. Çак пархатарлă ĕçшĕн вĕсене СССР Оборона Патшалăх Комитечĕн Председателĕ И.В.Сталин çырупа саламланă.

Вăрçă çулĕсенче районти ĕççыннисем фронта ăшă тумтирсем тата апат-çимĕç нумай ăсатнă. 1943 çулта Патшалăхăн иккĕмĕш кăларăмри заемне районĕпе 3 миллион тенкĕлĕх çырăннă, 2276 пин тенкине çийĕнчех тÿленĕ.

Район çыннисем эвакуаципе куçса килнĕ 939 çынна хăйсен йышне йышăннă, ялсене вырнаçтарса тумлантарнă тата тăрантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика