Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах, Иван Яковлевич...

23 апреля 2008 г.

Аслă вĕрентекенĕмĕре халалласа Карапай Шăмăршăри Культура çуртĕнче литература каçĕ иртрĕ. Ăна вырăнти шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕсем йĕркелерĕç.

Программăна Ольга Андреева вĕренекен уçрĕ. Вăл А.Алкан «И.Я.Яковлев» сăввине çĕкленÿллĕ туйăмпа вуласа пачĕ. Ун хыççăн сцена çине Г.В.Кузьмина учительница тухрĕ, Иван Яковлевичăн тивлетлĕ пурнăçĕпе пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен интереслĕ те тĕплĕн каласа пачĕ.

Залра ларакансене «Чĕмпĕр чăваш шкулĕн вĕренекенĕсем» электронлă материал та питĕ килĕшрĕ. Г.В.Кузьмина учительница ертсе пынипе 8 класра вĕренекен Олеся Лукьянова хатĕрленĕ çак материала кашниех кăсăкланса пăхрĕ. Унпа Ирина Лаврентьева (8 класс) паллаштарчĕ.

Литература каçĕ концертпа вĕçленчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика