Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанхи пионерлагерь асăмрах

23 апреля 2008 г.

88 ÇУЛА çитсе пыратăп пулсан та, хама 18 çулти пек туятăп. Тем тесен те, чун тени ватăласшăн мар çав. Ватлăх çулĕсенче çамрăклăх та час-часах аса килет – çав ырă тапхăр нихăçан та манăçмасть.

18 çулта чухне, Кивĕ Чукалта учительре ĕçленĕ вăхăтра, пуш уйăхĕ вĕçленсен, комсомол райкомĕ мана пионер уйрăмĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетрĕ. Ман тĕп ĕç – районти шкулсенче пионерсен ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пырассиччĕ. Çавна май 1938 çулхи ака-çу уйăхĕсенче кашни шкулах çитсе куртăм, колхозсенче те пултăм. Çапла майпа вара Баскак ял Совечĕн территорийĕнче çĕртме-утă уйăхĕсенче икĕ сменăпа ĕçлекен пионерлагерь уçма килĕшÿ туса хатĕрлерĕмĕр. Çак ĕçе йĕркеленĕшĕн эпĕ тав тунине те тивĕçнĕччĕ. Лагерьте кашни колхозранах 2-3 ача каннăччĕ. Ун чухне вĕсем 12-14 çултаччĕ. Тен, çав вăхăтра лагерьте пулнисем мана ас тăваççĕ те пулĕ-ха. Мĕншĕн тесен, эпĕ унта темиçе хутчен те пулнă.

Пионерлагерь начальникĕ Николай Иванович Воронцовччĕ. Вожатăйсен ячĕсем вара темшĕн асра юлман – вăхăчĕ те унтанпа самаях иртрĕ те... Пурлăх тĕлĕшĕнчен Матрена Герасимовнапа Алексей Фадеевич Дедушкинсем яваплă шутланатчĕç. Васан ялĕн çыннисемччĕ вĕсем, хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлатчĕç.

Пурнăçри ырă ĕçсемпе пулăмсем асра юлаççех. Ачалăхра – пушшех те. Тен, çав вăхăтра лагерьте каннă пионерсен халĕ аса илмеллисем темĕн чухлех пулĕ. Çавăн пирки хаçата çырса пĕлтерсен те аван пулнă пулĕччĕ. Мĕн тесен те, хăйне майлă историллĕ пулăм вĕт: пĕрремĕш пионерлагерь, малтанхи канакансем...

1938 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче мана Пулмантăш шкулне, ачасене математикăпа физика вĕрентме ячĕç.

... 70 çул каялла шкул ачисен çуллахи канăвне усăллă ирттерме йĕркелесе яма пултарнăшăн хама халĕ те телейлĕ тесе шутлатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика