Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш ялĕсенче шкулсем уçнă

23 апреля 2008 г.

Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа апрелĕн 25-мĕшĕнче 160 çул çитет. Çак чаплă куна аслă уяв пек кĕтсе илнĕ май, пирĕн Чăваш Республикинче кăна мар, Тутарстанпа Ульяновск облаçĕнче те тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.

И.Я.Яковлев – чăвашсене çутта кăлараканĕ. Вăл Чĕмпĕрте ĕçлесе пурăннă вăхăтра унăн тивлечĕпе нумай чăваш ялĕнче шкул уçăлнă. Çав шутра 1897 çулта пирĕн районти Васан тата Кивĕ Чукал ялĕсенче те ачасене хут вĕрентме тытăннă. Анчах ялсенче ятарласа тунă шкул çурчĕсем пулман. Васан ялĕнче ачасене пирвайхи хут Александр Утриванович Терентьев священник хăйĕн килĕнче вĕрентме пуçланă. Шкул уçса ачасене вĕрентме ирĕк илессишĕн, паллах, А.У.Терентьев нумай тăрăшнă.

Кивĕ Чукалта вара малтан шкул Степан Григорьевич Малеев çуртĕнче уçăлнă. Ялта шкул уçассишĕн тăрăшса С.Г.Малеев Чĕмпĕре И.Я.Яковлев патне çитсе килнĕ. Хăйĕн икĕ пÿлĕмлĕ пÿрчĕн пĕр пайĕнче ял ачисене вĕрентме ирĕк парасси çинчен калаçса татăлнă. Пĕрремĕш учитель Иустин Афанасьевич вырăс пулнă.

Кивĕ Чукалта шкул валли ятарлă çурт 1907 çулта туса лартнă. Унта харăсах тăватă (1-4 кл.) класс ачисене пĕр учитель вĕрентмелли пысăк пÿлĕм тата пĕр çивитти айĕнчех учитель валли хваттер пулнă. Тăррине шăвăç витсе сăрланă, кĕтессен тĕлĕнче шыв юхмалли пăрăхсем вырнаçтарнă. Урам енче ултă чÿрече, кăнтăр енче виçĕ чÿрече каснă. Эпĕ астăвасса, шкул умне хитре решетке тытнăччĕ, унта тĕрлĕ йывăç тĕмĕсĕмпе чечексем ÿсетчĕç. Çак шкул çурчĕ ун чухне ял илемĕ пулнă. (Халĕ унăн макечĕ шкул музейĕнче упранать, ăна çак статья авторĕ ăсталанă).

1930-мĕш çулсенче ачасене ултă çул, унтан çичĕ çул вĕрентме тытăннă. Ялта колхозсем йĕркелеме тытăнсан, хăш-пĕр тĕреклĕ пурăнакан çынсене пуян-кулак тесе ссылкăна ăсатнă, тĕрмене хупнă. Çурчĕсене туртса илнĕ. Çапла икĕ пуянăн пÿрчĕсене пĕр çĕре куçарса лартса 5-7 класс ачисене вĕрентме тытăннă.

Каярахпа, 1958 çулта, Çĕнĕ урам вĕçĕнче шкул валли çĕр лаптăкĕ уйăрнă. Унта темиçе çул хушши пĕчĕккĕн темиçе çурт лартса шкул ĕçлеме тытăннă. Çавăнтах сакăр çул вĕренмелли, каярах вăтам шкул уçăлнă.

И.Я.Яковлев халалĕсене пурнăçа кĕртсе пырассишĕн чăваш халăхĕ пĕтĕм вăйран тăрăшнă, тăрăшать те.

1990 çулта пирĕн ялта шурă кирпĕчрен купаласа тунă икĕ хутлă шкул çурчĕ хута кайрĕ. Ку кивчукалсемшĕн чăн-чăн телей, тахçан ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ. Ачасем хăтлă класс-кабинетсенче вĕренме тытăнчĕç.

Çапла, 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче йăл пăхнă хĕвел паян кунчченех ăшшăн çутатать, халăха çутта кăларать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика