Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иван ЯКОВЛЕВ: «Чăвашсене телейлĕ тăвас тенисĕр пуçне манăн пурнăçра урăх нимĕнле тĕллев те пулм

23 апреля 2008 г.

АСЛĂ Вĕрентекенĕмĕр, халăхăмăра çутта кăлараканăмăр И.Я.Яковлев çуралнăранпа апрелĕн 25-мĕшĕнче 160 çул çитет.

«Юрататăп чăвашсене, вĕсене пĕтĕм чунтан ырлăх сунатăп, - тенĕ И.Я.Яковлев. – Чăвашсене телейлĕ тăвас тенисĕр пуçне манăн пурнăçра урăх нимĕнле тĕллев те пулман». Çак сăмахсем Вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăç тĕллевне яр-уççăн палăртаççĕ.

Кÿршĕллĕ Тутарстанри Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнăскер, И.Яковлев 2-3 кунранах тăлăха юлать, ют çемьере ÿссе çитĕнсе, хăй çине тăрса тăрăшнипе пысăк çынна тухать. Хусанта вĕреннĕ чухне, 1871-1872 çулсенче, вăл чăваш алфавитне туса «Букварь» тата шкулсенче тăван чĕлхепе вĕрентмелли кĕнекесем кăларнă. Çав кăткăс çулсенчех Библири «Çĕнĕ Халала» чăвашла куçарнă, чăваш ачисем валли калавсем хайланă.

И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çĕр-çĕр çамрăка çутта тухма çул уçса панă. Çак шкулта пирĕн Шăмăршă тăрăхĕнчен те чылайăн вĕренсе учителе тухнă.

«Тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех», - тенĕ Иван Яковлевич. Çак чăнлăха пирĕн яланах асра тытмалла. Кашни чăвашăн Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Халалĕнчи сăмахсене пăхмасăр пĕлмелле: «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр, çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ.

Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упрасан килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр».

Апрелĕн 25-мĕшĕнче, чăваш халăхне çутта кăлараканĕн И.Я.Яковлевăн çуралнă кунĕнче, эпир Чăваш чĕлхин кунне уявлатпăр. Уяв ячĕпе сире, хаклă вулаканăмăрсем! Иван Яковлевич хушнă пек, атте-анне пилленĕ чĕлхене упрар, юратса пурăнар. Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика