Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăри юрриллĕ çур аки

23 апреля 2008 г.

ÇАНТАЛĂК, ăшах мар пулин те, хĕвеллĕ. Тÿпере каçса кайсах тăри юрлать, хирте ир пуçласа каçчен тар тăкакан хресчене мухтать.

«Бездна» фермер хуçалăхĕнче В.Шаталкин механизатор виçĕ сеялкăллă агрегатпа сĕлĕ акать. В.Саминов, С.Иванюков, Г.Филимонов, В.Константинов сеяльщиксем ĕç пахалăхĕшĕн нумай тăрăшаççĕ.

Сĕлĕ 100 гектар йышăнĕ, ун хыççăн урпа акма пуçлĕç. Черетре – тулă. А.Сатеев фермер каланă тăрăх, çурхи тырăсене 600 гектар акасшăн. Паха вăрлăхпа тата минераллă удобренипе туллин усă курса акни тухăç пысăк пуласса шанма май парать.

Хуçалăхра 350 гектар çинчи кĕр тыррисем те аван хĕл каçнă. А.Шикин механизатор агрегачĕ калчасене минераллă удобренипе апатлантарать.

– Районта çурхи ака-суха ĕçĕсем пысăк хăвăртлăхпа пыраççĕ, - пĕлтерчĕ пире район администарцийĕн ял хуçалăхĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ В.Севрюгин. – Паян-ыран «Восход», «Исток» тата «Колос» хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ культурăсене акасси вĕçленмелле. «Колосра» сахăр чĕкĕнтĕр акаççĕ, çак культура кунта 600 гектартан кая мар йышăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика