Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ЫРĂ ĔÇ ТУМА ВАСКĂР!» марафон пырать

23 апреля 2008 г.

ЧĂВАШ Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2008 çул Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулни çинчен кашниех пĕлет ĕнтĕ. Çак Указа пурнăçа кĕртес, ачасем тата çамрăксем хушшинче ырă тăваслăха аталантарас тĕллевпе ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Ырă тума васкăр!» марафон йĕркелерĕ. Вăл çулталăк вĕçленичченех пырĕ. Марафон вăхăтĕнче республика тата район шайĕнче тĕрлĕ акцисемпе мероприятисем иртĕç, программăсемпе проектсем пурнăçа кĕрĕç: «Эпир – 335795-ĕн!» ырă ĕçсен пухмачĕ» («Копилка добрых дел «Нас 335795!»), «Обществăлла активлă шкулсем» («Общественно-активные школы»!, «Çамрăксен консультацийĕ» («Молодежная консультация»), «Эпир тав тăватпăр» («Мы благодарны»), «Ыр кăмăллăх алли» («Рука помощи») проектсем, «Пĕрлĕхре пирĕн вăй!» («Вместе мы можем больше!» (ыр кăмăллăх sms-акци, Раççей шайĕнче иртекен V «Çурхи ырăлăх эрни» («Весенняя неделя Добра»).

Шăмăршă районĕнче пурăнакан кашни çамрăк, ача-пăча, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, вĕсен ертÿçисем, предпринимательсем ыр кăмăллăх марафонне хутшăнасса шанас килет.

Унта çамрăксем харпăр хăй тĕллĕн те, ушкăнпа та хутшăнма пултараççĕ.

Марафон конкурс шайĕнче иртет. Конкурсра вара яланах çĕнтерÿçĕсем пулаççĕ. Эсир те вĕсенчен пĕри пулма пултаратăр.

Харпăр хăй тĕллĕн е ушкăнпа (командăпа) зачета хутшăнакансен ырă ĕçĕсен дневникне тумалла.

Унăн тĕп критерийĕсен шутне ырă ĕçсен шучĕ, миçе çынна пулăшни, марафон вăхăтĕнче проект хатĕрлесе ăна пурнăçа кĕртни, харпăр хăй ĕçне хаçат-журналта çутатса пани, фото тата видеоматериалсем пурри кĕреççĕ.

Çавăн пекех эсир марафон форумне www.molgorod.info электронлă адреспа кĕрсе хăвăрăн ырă ĕçĕрсем çинчен ыттисене пĕлтерме пултаратăр.

«Ырă туни яланах ырăпа таврăнать», - тенĕ чăваш халăхĕ. Ырă ĕç тăвакана хисеп те сăвап. Çакна манас марччĕ, Шăмăршă районĕн яшĕсемпе хĕрĕсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика