Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЫРĂ ÇУМĂРĔ

26 апреля 2008 г.

ИР енне упа сурчăкĕ пек çумăр пĕрĕхме пуçларĕ те, пĕр-икĕ сехет хушшинче çĕр питне аванах йĕпетрĕ. С.Угарин фермер чÿрече кантăкĕ тăрăх юхакан тумламсем çине савăнса пăхса тăчĕ.

«Тырă çумăрĕ, - шухăшларĕ фермер. – Мĕн акни пĕтĕмпех шăтса тухать халь, минерал удобренийĕсем те лайăх ирĕлеççĕ».

«Канаш» фермер хуçалăхĕ çумăрччен ирхи пĕрчĕллĕ культурăсене мĕнпур лаптăк çинче акса хăварчĕ. 80 гектар урпапа 100 гектар тулла лайăх кăпкалатса хатĕрленĕ çĕр çине, паха вăрлăхпа тата минерал удобренийĕпе усă курса акнă. Çак ĕçре Г.Макаров механизатор агрегачĕ вăй хучĕ. П.Захаровпа П.Макаров сеяльщиксене те ырламалла.

80 гектар çинчи кĕр тыррисем лайăх хĕл каçнă, минерал удобренийĕсемпе апатлантарнă хыççăн калчасем чуна савăнтарса ешереççĕ. Çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксене те минерал удобренийĕсемпе апатлантарнă. «Çĕр çăкăрне» шеллемен, кирлĕ чухлĕ хывнă.

Маларах акнă çурхи тырăсем те шăтса тухма пуçланă ĕнтĕ, çумăр хыççăн вĕсем çĕнĕ вăйпа çĕкленĕç.

Минерал удобренине фермер 45 тонна туяннă. Çĕр улми лаптăкĕ çине те гектар пуçне 400 килограмран кая мар хывасшăн. «Иккĕмĕш çăкăра» сахалтан та 10-12 гектар лартма палăртнă. «Çĕр улми – тупăшлă культура, çĕнĕ сортсемпе ĕçлесен тата лайăх пăхсан тухăçĕ те пысăк пулмалла», - çапла шутлать Сергей Михайлович Угарин фермер.

Сергей Михайлович хăш-пĕр çынсем çĕре хисеплеменнинчен, хăйсене çирĕплетсе панă лаптăксене пушă вырттарнинчен тĕлĕнет. «Ял çынни вĕт-ха, нивушлĕ çĕре юратмалла мар;» - тет фермер. Хăйне илес пулсан, çĕрĕн кашни сотăйĕпе тухăçлă усă курать вăл, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров акăнман çĕрсем пачах та ан пулччĕр тесе каланине чĕри патне илсе йышăннă. Ăнăçу сунатпăр сана, çĕр çынни!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика