Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЛАДИМИР ШУРЯКОВ – ПРИЗЕР

26 апреля 2008 г.

ШĂМĂРШĂРИ М.Денисов урамĕнче пурăнакан В.П.Шуряков кире спорчĕ енĕпе районта яланах малта пырать. Хăй вăхăтĕнче вăл республика чемпионĕ те пулнă.

Тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн та Владимир Петрович спортпа туслă пурăнать, час-часах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать. Акă, çак кунсенче вăл Хусанта иртнĕ кире спорчĕн Тĕнче чемпионатне хутшăннă.

Унта тĕрлĕ ÿсĕмри спортсменсем пĕрремĕш тапхăрта вăрăм цикла тăсăлакан упражненисем туса ăмăртнă (16-шар килограмлă 2 кире пуканне пĕр харăс çĕклесе илсе!). Иккĕмĕш тапхăрта вара тĕнче чемпионĕн Николай Жеребцовăн призĕсене илессишĕн тупăшнă.

Ăмăртусен кăтартăвĕсем тăрăх Владимир Шуряков Тĕнче чемпионачĕн тата Н.Жеребцовăн кĕмĕл медалĕсене, хитре гравюрăллă сумлă Диплома тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика