Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран каймаççĕ иртнисем

26 апреля 2008 г.

КИВĔ ЧУКАЛТИ А.А.Шикина, 1912 çулта çуралнăскер, пурнăçра хура-шурра сахал мар курнă. Уйрăмах вăрçă вăхăтĕнче йывăр килнĕ. Хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле вăл хирте çурлапа тырă вырнă, фермăра ĕнесем сунă, пăрусемпе сыснасем пăхнă. Кунсăр пуçне шартлама сивĕ хĕл кунĕсенче ял çыннисемпе пĕрле Улатăр патне окоп чавма кайнă. Унта вĕсем выçăллă-тутăллă ĕçленĕ, оборона сооруженийĕсем тунă. Кĕскен каласан, ялти тыл ĕçченĕсем вăрçă çулĕсенче «Пĕтĕмпех – фронт валли, йăлтах – Çĕнтерÿшĕн!» девизпа ĕçленĕ.

Вăрçă хыççăн А.А.Шикина фермăра, уй-хирте ĕçленĕ. Яланах тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă Анисия Андреевна, нихăш ĕçре те ÿркенсе тăман. Пенсие кайсан та колхоз ĕçне хутшăннă.

Анисса аппа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Халĕ вăл хĕрĕпе, Витя мăнукĕпе тата унăн мăшăрĕпе пĕрле пурăнать. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ. Кинĕ хăйне лайăх пăхни, сума хуни те савăнтарать ĕçпе тыл ветеранне.

Ватлăхĕ телейлĕ те канăçлă Анисса аппан. Мăнукĕсем тата мăнукĕсен ачисем ăна çĕнĕ вăй-хăват парса тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика