Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтанатăп санпа, асанне!

26 апреля 2008 г.

ЯЛТА ĕçчен те маттур çынсене хисеплеççĕ. Çакăн пек çынсем пурри пире питĕ савăнтарать.

Акă, хамăр ялтах мĕн чухлĕ маттур та хисеплĕ çынсем. Çак маттур çынсен шутне эпĕ хамăн асаннене те кĕртетĕп. Вăл – Зоя Алексеевна Кузьмина (Цыганова). 1935 çулта Партирек ялĕнче çуралнă. Асанне тăватă класс кăна пĕтернĕ. Çемьери ачасенчен чи асли пулнă май, ăна ĕçе ир кÿлĕнме тивнĕ – малалла вĕренеймен. Унăн ачалăхĕ питĕ йывăр пулнă. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ пирки амăшĕ виçĕ ачине пĕчченех ура çине тăратнă.

Асанне вун пилĕк çултах Мускав облаçне торф кăларма кайнă. Вăл пилĕк-ултă çул арçынсемпе танах ĕçленĕ. Кун хыççăн Патирек ялĕнче колхозра вăй хунă. Çирĕм çул тултарсан асанне Палтиел каччине качча тухнă. Малтанласа бригадăра ĕçленĕ, ун хыççăн вун çичĕ çул сысна самăртнă çĕрте вăй хунă.

Асаннене лайăх ĕçленĕшĕн КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе икĕ хутчен наградăланă. Вăл медале те тивĕçлĕ пулнă. Асанне виçĕ созыв район депутачĕ пулнă.

Манăн асанне хăйĕнчен каярах ĕçлеме пынă çамрăксене те ĕçе хăнăхтарнă. Хăйĕн ачисене те, мăнукĕсене те, кинĕсене те тĕрлĕ ăсталăха вĕрентсе пынă, пырать те. Пире асанне ĕçе юратса, чунтан тăрăшса тума вĕрентет. Эпĕ хамăн асаннепе – ырă кăмăллă та ĕçчен тата хисеплĕ ĕç ветеранĕн тивĕçлипе мухтанатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика