30 апреля 2008 г.
ÇАНТАЛĂКА ăшах тесе калаймасан та, хĕвел шевлисем çĕр питне ачашланăçем тавралăх ешерсех пырать. Районта чи малтан «Миха» фермер хуçалăхĕ хăйĕн ĕнисене нумай çул ÿсекен курăксен уйне илсе тухрĕ. «Нива» хуçалăх ĕнисем вăрман хĕрринче, «Мир» хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксем çинче, «Карлинская» агрофирма ĕнисем çаран çинче çÿреççĕ. «Исток» тата «Восход» хуçалăхсем те хăйсен кĕтĕвĕсене ешĕл курăк çине кăларчĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Николай Вазанов каланă тăрăх, выльăхсем валли хуçалăхсем 1250 гектар нумай çул ÿсекен курăксем, 40 гектар ыраш, 110 гектар çарансем уйăрнă. Вăрман хĕрринче кĕтме те 20 гектар çĕр пур. Кусемсĕр пуçне, çуркунне 116 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акнă.
Ăçта тата мĕн çитермелли пирки пăшăрханмалла мар – çу кунĕсенче выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илме майсем çителĕклĕ. Кĕтÿçсен ĕçне тĕрĕс йĕркелесен, вĕсене пурлăх тĕлĕшĕнчен туллин хавхалантарсан продукци илессине ÿстерме пулать. Паллах, чир-чĕртен тата кÿпĕнесрен асăрхасах тăмалла, ветеринари службин яланах сыхă пулмалла.