30 апреля 2008 г.
ПАЛТИЕЛĔНЧИ вăтам шкулта вĕренекенсем çуркуннехи ырă ĕçсен эрнине хастар хутшăнчĕç. Вĕсем нумай-нумай усăллă ĕç тунине пĕлетĕп.
8 «а», 9 тата 11 классенче вĕренекенсем, акă, мана пахча ĕçĕнче пысăк пулăшу пачĕç. Пахчари çÿп-çапа пуçтарчĕç, çĕре чавса сÿрелесе тухрĕç. Маншăн – 86 çулхи ватăшăн – çак ĕçсене туни питех те пысăк пулăшу пулчĕ.
Шкул директорĕ ватă çынсене пулăшассине йĕркелесе яни – пархатарлă ĕç. Учительсене тата вĕренекенсене çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп. Выпускниксене экзаменсене лайăх тытма пехиллетĕп.
Эпĕ çак шкулта мĕн ватăличчен ĕçленĕ. Халĕ хам вĕрентнĕ ачасен мăнукĕсем мана пулăшма килчĕç. Ырă ĕç тăвакан ачасем ÿссен лайăх çынсем пуласса çирĕп шанатăп.