Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки вĕçленсе пырать

30 апреля 2008 г.

РАЙОНТИ чылай хуçалăхра ирхи пĕрчĕллĕ культурăсене акасси вĕçленсе пырать. «Колос» Агрофирма» ЗАО ку енĕпе пурне те ырă тĕслĕх кăтартрĕ – кĕске вăхăтра тата лайăх пахалăхпа 800 гектар тырă акрĕ. «Колосра» паян сахăр чĕкĕнтĕрĕ акаççĕ.

«Исток», «Восход», «Нива», «Карлинская» хуçалăхсенче те юлашки гектарсене ылтăн вăрлăх варăнать.

Районта усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçламалла. «Пĕр гектар çĕр те акăнмасăр юлмалла мар!» - çакăн пек хушу пачĕ иртнĕ канашлура ертÿçĕсене район пуçлăхĕ В.П.Фадеев. Çак сăмахсем хирте çĕр лаптăкĕ илнĕ уйрăм çынсене те пырса тивеççĕ. Çĕр çинче çум курăк çеç çитĕнтерекенсене кăçал пуçран шăлса каçармĕç. Штраф виçи самаях пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика