Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ЧИ ЛАЙĂХ СПЕЦИАЛИСТ». КАМ ТИВĔÇĔ ÇАК ЯТА;

30 апреля 2008 г.

РАЙОН администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, районта «Чи лайăх çамрăк специалист» ята илессишĕн конкурс ирттерме йышăннă. Асăннă конкурса 30 çула çитмен çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Вăл çак номинацисемпе иртет: «Халăх сывлăхне сыхлас ĕçри чи лайăх çамрăк специалист», «Халăха вĕрентес ĕçри чи лайăх çамрăк специалист», «Чи лайăх çамрăк культура ĕçченĕ», «Ял хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк специалист», «Вăрман хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк специалист», «Суту-илÿри чи лайăх çамрăк сециалист», «Муниципаллă (патшалăх) службин чи лайăх çамрăк специалисчĕ», «Право органĕсенче ĕçлекен чи лайăх çамрăк специалист», «Çамрăксен политикин сферинчи чи лайăх активист-общественник», «Промышленноçри чи лайăх çамрăк специалист».

Конкурса район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата культура пайĕ ирттерет.

Конкурса хутшăнма оргкомитета çакнашкал документсем тăратмалла:

предприяти, организаци, учреждени ходотайстви;

конкурсантăн характеристики, Дипломсемпе Хисеп грамотисен копийĕсем;

«Манăн профессилле кредо» эссе (пичетленĕ виçĕ страницăран ытла мар);

хушма материалсем: творчество ĕçĕсем, фото, аудиоматериалсем.

Документсене кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕччен район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата культура пайне тăратмалла.

Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăлаççĕ, укçан преми парса хавхалантараççĕ, район пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăма тăратаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика