Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял валли – кадрсем

30 апреля 2008 г.

ПАЛЛĂ ĕнтĕ, ял хуçалăхĕнче те, промышленность предприятийĕсенче те вĕреннĕ, специальность илнĕ çынсем кирлĕ. Кам ăçта, мĕне вĕренме каясси вара çамрăксенчен хăйсенчен килет. Хăшĕсем, калăпăр, тулли мар вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн пĕр-пĕр профтехучилищĕне е техникум-колледжа каясшăн, виçĕ çул вĕренсе специальноçпа пĕрлех вăтам пĕлÿ те илесшĕн.

Пурнăçра тĕрлĕрен пулать: хăшĕсене вăхăтра малалла вĕренме май килмен, теприсем хăйсен профессийĕпе ĕç тупаймаççĕ. Çакнашкал çынсене районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшма пултарать. Сăмахран, эпир Патăрьелĕнчи 7-мĕш профтехучилищĕне вĕренме яма пулăшатпăр.

Мĕнле профессисене алла илме пулать-ха унта; Тăхăр класс пĕтернисем кунта виçĕ çул хушшинче тракторист-машинист (вĕсене В, С категориллĕ водитель правине те параççĕ), повар, кондитер ăсталăхне алла илме пултараççĕ, тулли вăтам пĕлÿ те малашнехи пурнăçра самаях пулăшĕ – пуласлăха, малалла вĕренме кайма çул уçĕ.

Тулли вăтам пĕлÿ илнĕ çамрăксен училищĕре пĕр çул çеç вĕренмелле. Вĕсем, кăмăлĕсене кура, ЭВМ операторĕ, автомеханик, повар, апат-çимĕç продукчĕсем сутакан продавец, контролер-кассир специальноçĕсене суйласа илме пултараççĕ.

Çакна та каласа хăварасшăн. Заявленисене кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вара йышăнаççĕ. Пĕрле çак документсем кирлĕ: вĕренни çинчен документ, пурăннă вырăнтан илнĕ тата çемье çинчен калакан справкăсем, медицина справки, паспорт копийĕ, 3х4 размерлă ултă сăн ÿкерчĕк. Вĕренекенсене общежитие пурăнма вырнаçтараççĕ, икĕ хутчен тÿлевсĕр апатлантараççĕ.

Вĕренĕр, çамрăксем, хăвăр кăмăла каякан профессие суйласа илĕр. Мĕншĕн тесен, хальхи вăхăтра вĕренмен, специальноçсăр çынсене ĕç тупма питех те йывăр. Тулли вăтам пĕлÿ пулмасан – пушшех те.

Çак статьяна вуласа тухсан, Патăрьелне вĕренме каяс текенсем пулассăн туйăнать. Апла пулсан, пирĕн пата килĕр – эпир сире канаш пама, пулăшма яланах хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика