Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кулленхи паттăрлăх

30 апреля 2008 г.

АЛЕКСЕЙ Михайлович патшан 1649 çулхи апрельти Указĕ («О градском благочинии») Раççейри пушар хуралĕн никĕсне хывса хăварнă. Унтанпа пушарниксемпе офицерсем халăха тата пурлăха вутран сыхлассипе çыхăннă задачăсене чыслăн пурнăçласа пыраççĕ.

Раççейĕн пĕрремĕш Президенчĕн Б.Н.Ельцинăн 1999 çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн, апрелĕн 30-мĕшне пирĕн çĕршывра çуллен «Раççейри пушар хуралĕн кунĕ» тесе палăртаççĕ.

Кăçал Раççейри пушарниксем, çав шутра Шăмăршă районĕнчи пушар хуралĕн гарнизонĕн коллективĕ те, çĕршыври пушар хуралне йĕркеленĕренпе 359 çул çитнине уявлаççĕ.

Хальхи вăхăтра районта вут-çулăмпа кĕрешес ĕçре 1 муниципаллă, 2 ведомствăн, 1 ирĕклĕ пушар дружинин, 5 пушарпа хими станцийĕн, Шăмăршăри 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн тата çак чаç çумĕнчи «Елочка» санаторин уйрăм постчĕн коллективĕсем вăй хураççĕ. Пирĕн районта 18 единица пушар техники шутланса тăрать.

Вут-çулăма сÿнтерессинче 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ тĕп вырăн йышăнать. Чаçра хальхи вăхăтра 16 çын ĕçлет, çав шутра начальникпе унăн заместителĕ, караулсен 4 начальникĕ, 1 пушарникпе 9 водитель. 6 единица техникăран 4-шĕ – пушарпа кĕрешмелли, 1 УАЗ тата 1 ГАЗ-52 маркăллă автомашинăсем.

Пушар чаçĕн çуртĕнчех патшалăх пушар надзорĕн районти тата ВДПОн вырăнти уйрăмĕсем вырнаçнă. Чаç коллективĕ çак организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлет.

42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн коллективĕ автомашинăсене, пушар-техника хатĕрĕсене яланах юсавлă тытма, инкек тухнă вырăна шутлă минутсенче тухса кайма тăрăшать, пушара сÿнтерес, унăн сиенлĕхне май килнĕ таран пĕчĕклетес тĕлĕшпе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвать. А.Низамовпа Г.Ларионов караул начальникĕсем, В.Кузьмин, Б.Японцев, Н.Федотов, И. Старшов, В.Григорьев тата А.Кузьмин водительсем пушар хуралĕнче 10 çул ытла ĕçлеççĕ ĕнтĕ, хăйсен паха ĕç опытне çамрăксене параççĕ.

Кăçал «Елочка» санаторире пушарпа кĕрешекен уйрăм пост йĕркелени, Чăваш Республикин Президенчĕ пирĕн чаçа КамАЗ маркăллă пушар автомашинине пани районшăн паллă событисем пулса юлчĕç. Çак ырă пулăмсем районти пушар хуралĕн гарнизонĕн вут-çулăмпа кĕрешеслĕхне сисĕмлех вăйлатрĕç.

Акă, часах май уйăхĕнчи уявсем пуçланаççĕ. Хăш-пĕрисем вĕсене илемлĕ вырăнсенче ирттереççĕ, кăвайт чĕртеççĕ. Анчах та вут-кăвара шывпа сапса е тăпра-хăйăрпа хупласа тĕплĕн сÿнтересчĕ. Вутпа асăрханусăр пулни пысăк инкек патне илсе пынине пирĕн нихăçан та манас марччĕ.

Статьяна вĕçленĕ май, районти пушар хуралĕнчи мĕн пур работниксене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, йывăр та пархатарлă ĕçре чăтăмлăхпа ăнăçу сунатăп. Раççейри пушар хуралĕн кунĕ ячĕпе хамăрăн хисеплĕ ветерансене те чун-чĕререн саламланă май, ырлăх-сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика