06 мая 2008 г.
АСЛĂ Çĕнтерÿ 63 çул тултарас умĕн республикăра тĕрлĕ мероприятисем пулса иртеççĕ. Вĕсенчен пысăк пĕлтерĕшли – вăрçăн 174 инвалидне çăмăл автомашинăсем парнелени.
Иртнĕ эрнере район пуçлăхĕ В.П.Фадеев савăнăçлă лару-тăрура районти тăватă ветерана – Виçпÿрт Шăмăршăра пурăнакан И.И.Ухтиярова, Пăчăрлă Пашьелĕнчи А.И.Гармонщикова, Ирçе Тĕккинчи А.Е.Камкина тата Карапай Шăмăршăра пурăнакан В.Л.Петькова çиччĕмĕш моделлĕ «Лада» автомашинăсен уççисене пачĕ. Çак чаплă мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В.Максимов, район Пухăвĕн депутачĕсем тата ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.