Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпир – шăмăршăсем!», - тесе калар мăнаçлăн

06 мая 2008 г.

«ТАСАТСА тăнă çĕрте мар, çÿпĕлемен çĕрте тирпейлĕ», - теççĕ ваттисем. Çакна район пуçлăхĕ В.П.Фадеев та тăтăшах калать, тирпей-илемшĕн кашни çыннăн тăрăшмаллине палăртать.

Юр ирĕлнĕренпе районта экологи субботникĕсем пĕрре çеç мар иртрĕç ĕнтĕ, вун-вун тонна тасамарлăха пуçтарса свалкăна леçнĕ. Çапах та ĕçлемелли тем чухлех-ха. Тата çÿп-çапне те кашни кунах кăларса пăрахатпăр. Хамăр тирпейлĕ пулмасан, илемшĕн тăрăшмасан пирĕн хыççăн кам пуçтарса-йĕрке туса ĕлкĕртĕр ĕнтĕ;

Ирпе çичĕ сехетрех ĕçе васкатăп эпĕ. Çурхи çут çанталăк илемĕпе, уçă сывлăшпа киленсе утатăп. Çĕмĕртсемпе чиесем, улмуççисем паян-ыран çеçке çурма хатĕрленеççĕ. Газон çинче ем-ешĕл курăк ешерет...

Çапах та çĕкленÿллĕ кăмăла хуçаканни те тупăнать: тротуарпа газон çинче пушă пластик савăтсем, мороженнăй хучĕсем, сигарет пачкисем выртаççĕ. Сăра кĕленчи те – юнашарах. Таçтан, Марс çинчен е кÿршĕ районтан килсе вараламан вĕт-ха пирĕн урама, хамăр район çыннисемех ашкăннă. Республикăра ырă ят çĕнсе илнĕ Шăмăршăра çапла пулсан, районти ытти ялсем пирки мĕн калăн-ха;

Канашлусенче кашни ялтах илĕртÿллĕ кану вырăнĕсем пулмалли çинчен те пĕрре çеç мар калаçнă. Кивĕ Шăмăршăпа Карапай Шăмăршăра çакăн пек хитре вырăнсем турĕç-ха. Ыттисем мĕншĕн тăрăшмаççĕ;

Çывăхра канмалли, шашлăк пĕçерсе савăнмалли ятарлă вырăн çуккипех шăмăршăсем çумри вăрмана вараламаççĕ-и-ха; Çакна пашьелсемпе чукалсем пирки те каламалла. Кун пек чухне вăрманта пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Тĕрлĕ çĕре сапаланнă ушкăнсене вăрманçăсем тивĕçлипе пăхса-сăнаса тăраймаççех.

Çак статьяра манăн тепĕр ыйтăва та хускатас килет. Темшĕн, пирĕн районта кил умĕнчи пĕчĕк пахчасенче чечек ĕрчетес йăла вăй илеймест-ха. Сухан е хăяр çитĕнтеретпĕр – хитре чечексем валли вырăн тупаймастпăр. Армак-чармак ÿсекен йывăçсемпе тĕмсем те пÿрт умне илем кÿмеççех. Хăшпĕр çуртсен умĕсенче вара вĕлтĕренпе ытти хыт-хура çеç ешерет.

Ман шутпа, чечек ĕрчетес енĕпе чăн малтан депутатсен, ял интеллигенцийĕн ырă тĕслĕх кăтартмалла. Вĕсен пахчисем илемлĕ пулсан, ыттисем те вĕсем пек пулма тăрăшĕç. Пĕрне курса тепри вĕренĕ, çапла вара ялĕпех чечек ĕрчетме пуçлăпăр. Çак ĕç валли тем чул укçа-тенкĕ кирлĕ мар вĕт-ха, илемлĕхшĕн, тăван ял чиперлĕхĕшĕн пурте тăрăшни çеç кирлĕ.

«Шăмăршă районĕ – илемлĕ», - теççĕ кÿршĕсем. Çак ырă ята яланах чыслăн тытасчĕ. «Эпир – шăмăршăсем!» - тесе калар хуть те ăçта кайсан та. Тирпейлĕ пурăнакан çынсене яланах хисепленĕ, тăван ял илемĕшĕн пурсăмăр та тăрăшар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика