Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршă вăрманĕнче тимĕр тăпри кăларнă

06 мая 2008 г.

РЕСПУБЛИКА территорийĕнче çĕр айĕнчи пуянлăхсем çукки, паллах, пире пăшăрхантарать. Анчах пирĕн Шăмăршă районĕ пирки апла калама çук иккен.

Чĕмпĕр кĕпĕрнинче 1372-1901 çулсенче пулса иртнĕ ĕçсене çырса кăтартнă документа вуласан акă мĕн пĕлетпĕр: пирĕн тăрăхра тимĕр тăпри кăларнă иккен. Шăмăршă çывăхĕнче, Ирçе Тĕкки тата Мишер Тĕкки ялĕсем таврашĕнчи вăрманта ун чухнехи вăхăтшăн пысăк завод ÿссе ларнă. Унта тимĕр шăратнă. Завода титулярлă Советник Игнатий Андреевич Соловцов 1773 çулта туса лартнă.

Инçех мар тепĕр заводра эрех хатĕрленĕ. Пугачев хăйĕн çарĕпе 1774 çулта Атăл тăрăхне çитсен, Улатăралла кайнă чух унăн çыннисем çак завода пынă. Çавăн çинчен çырса кăтартнă документра каланă тăрăх, заводра рабочисем йышлăн ĕçленĕ. Эрехе тимĕр шăратакан завода турттарнă, Мускава, Хусана, Чĕмпĕре те ăсатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика